Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр-шыв аталанăвĕн çул-йĕрĕ паллă

Раççей Федерацийĕн Премьерĕн В.Путинăн "Известия" хаçатра пичетленнĕ "Раççей чăмăртанать, е Эпир хуравлама тивĕçлĕ кăткăс ыйтусем" статйипе паллашнă хыççăн хаçата вулакансем редакци ĕçченĕсене хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Любовь ИВАНОВА, хаçат вулакан: Автор халăхпа анлă сỹтсе явмалли хăш-пĕр ыйтăва çĕклет, хăйĕн шухăшне пĕлтерет. Статьяра чи çивĕч ыйту тĕп вырăнта _ Раççей шалти тата тулаш политикине ăнăçлăн аталантартăр, хăйĕн хăватне ỹстерсех пытăр тесен мĕн тумалла, аталанăвăн хăш çул-йĕрне суйласа илмелле? Çак ыйту пĕр çынна анчах мар, çĕр-шыв малашлăхĕшĕн пăшăрханакан пин-пин çынна тарăн шухăша ярать. Суйлав тапхăрĕнче уйрăмах. Илья ПЕТРОВ, пенсионер: Статьяра мана çак йĕркесем тарăн шухăша ячĕç. Пирĕн обществăра революцилле утăмсем тума чĕнекенсем те пур. Революципе пăнтăх тапхăрĕ çĕр-шыва йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкернине Раççей историйĕ çеç мар, тĕнче опычĕ те аван çирĕплетет. Шухăшламасăр тунă васкавлă йышăнусем ырри патне илсе çитермеççĕ. Аталанура чи меллĕ çул-йĕр _ эволюци çулĕ. "Хальхи саманара çине тăрса ĕçлесен, тĕплĕн шухăшласа тунă реформăсене пурнăçа кĕртсен çеç малалла çирĕппĕн утăмлама пулать", _ хурав парать Премьер çак çивĕч ыйту çине. Унпа килĕшмесĕр тăма çук. Мария ЕГОРКИНА, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертỹçи: Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ статьяра В.Путин пуçласа çĕр-шыври вăтам класс умне чĕнỹпе тухать. Мĕн çинчен калать çакă? Майĕпен ура çине тăракан Раççейре вăтам класс обществăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса пынине çирĕплетет. Çапах та çак класс хăй тĕллĕн анчах чăмăртанман, çапла пултăр тесе иртнĕ вунă çуллăхра пур услови те пулнă. Вăтам класс кандидатсене пур енлĕн хаклать. Çак яваплă вырăна суйланакансенчен хăйĕн пуласлăхĕ килнине туять, вĕсем ăслă-тăнлă утăмпа пусăмласса кĕтет вăл. Наталья ПЕТРОВА, педагог: Пĕр-пĕринпе канашлама, калаçма чĕнет В.Путин. Çапла тусан анчах пысăк чăрмавлă ыйтусене татса пама май пур. Кăткăс тапхăр хыçа юлнине, тĕрекленсе малалла утма майсем çителĕклине палăртать. Паян политика анине çĕнĕлле шухăшлакан, яваплăха туякан пултаруллă ăру килмеллине палăртать. Петр СКВОРЦОВ, "Прогресс" АХО директорĕ: Пурнăçламалли ĕçсем пайтах пулнине те пытармасть, пурнăçа кĕртме çук ĕçсене шантармасть ертỹçĕ. 2008 çулта тĕнче экономики шурлăха путма пуçлани пирĕн çĕр-шыва та витĕм кỹчĕ. Паянхи кун пурнăçа кивçен укçа-тенкĕ çинче йĕркелес йăлана пăрахăçламаллине, пĕтĕм ырлăх-пурлăх хамăр мĕнле вăй хунинчен килнине ăнланмаллине асăнать. Эльвира КУЗНЕЦОВА, тухтăр: Демократие пирĕнтен кашниех хăйне май ăнланать. Çĕр-шыв ăнтăлăвне халăхăн ытларах пайĕ ырласан çеç çакăн пирки калаçма сăлтав пур. Ирĕклĕх пĕлтерĕше урăхлатса ăнланасран асăрханасчĕ. Ирĕклĕ çынсен çĕр-шывĕнче пурăнатпăр пулсан хамăр ырлăх çинчен çеç шухăшлар мар, юнашаррисем пирки те астăвар. Пирĕн халăх ĕмĕрĕпех тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнипе тата чун-чĕре тасалăхĕпе палăрса тăнă. Çапах та юлашки çулсенче халăх пĕр-пĕринчен сивĕннине, обществăлла ĕçрен пăрăнма тăрăшнине туятпăр чылай чух. Инкеке лекнисен хуйхине çывăха илесчĕ кашнийĕн, ыттисене пулăшма тăрăшасчĕ, чунпа ырăрах пулас, теприн телейĕшĕн савăнас туйăмсенчен сивĕнес марччĕ. Раççейĕн шанчăклă тĕрекĕ _ ăнланакан çынсенче, çĕнĕлле шухăшлакан, яваплăха туякан мал-шухăшлă ăрура.


"Елчĕк Ен"
27 января 2012
00:00
Поделиться