Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Журналистсемпе яланах уççăн калаçатпăр

Кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне халалланă уяв иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, отрасль ветеранĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, культура министрĕ Роза Лизакова саламларĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн уçă пулнине, журналистсемпе яланах уççăн, пĕр-пĕрне шанса калаçнине палăртрĕ. Михаил Игнатьев "тăваттăмĕш влаç" Чăваш Ен аталанăвне пысăк тỹпе хывни çинчен каларĕ: "Чăн-чăн ăста аллинче сăмахпа калем пархатарлă вăй пулса тăраççĕ. Ăнăçсăр алăра вара вĕсем аркату кỹме пултараççĕ. Сире пысăк профессионализмшăн, яваплăхшăн, ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тăватăп". Чăваш Ен Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсене тĕллевлĕ влаç органĕсеннипе пĕр килнине палăртрĕ _ çынсен пурнăçне лайăхлатма пулăшасси. Журналистсен йышлă "çарĕн" ĕçри çитĕнĕвĕсене патшалăх наградисемпе палăртнă. Республика Пуçлăхĕн Тавне журналистсем кăна мар, чылай чух "кадр хыçĕнче" юлакансем те _ "Чăваш Ен" ИПК пичетçи Николай Андреев, Чăваш библиотека коллекторĕн директорĕ Валентина Шугаева _ тивĕçнĕ.


"Елчĕк Ен"
25 января 2012
00:00
Поделиться