Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшăвĕ усăллă пулнă

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи М.Васильева пĕлтернĕ тăрăх ĕçсĕр юлнă граждансене, хăйсен ĕçне пуçарса яма патшалăх программипе килĕшỹллĕн 2009 _ 2011 çулсенче 206 çынна, 58800-шер тенкĕ субсиди уйăрса панă. Унпа усă курса вĕсем хăйсен бизнесне уçнă. Ытларахăшĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, çĕр ĕç культурисем çитĕнтерес, продукци ĕçлесе хатĕрлес, халăха йăлара кирлĕ пулăшусем парас ĕçсене пуçăннă. Вĕсем хăйсем валли ĕç тупнă, укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн субсиди илнĕ ĕçсĕр çынсем хăйсем валли ĕç вырăнне пĕр çулталăка кăна йĕркелемелле пулнă, анчах чылайăшĕ пуçăннă ĕçе малалла тăсать, хăйĕн бизнесне сарса пырать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М.Васильева, Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен ертỹçисем В.Афанасьев, В.Рыбкин чи йывăр вăхăтра _ 2008 çулта тĕнчери финанс кризисĕ вăхăтĕнче патшалăх ĕçсĕр юлнă çынсене хăйсен ĕçне уçма уйăрса панă субсиди нумайăшне йывăрлăхран тухма пулăшнине, чылайăшĕ предприниматель ĕçне малалла тăснине, унăн усси пысăк пулнине палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн шухăшĕпе ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла та мар пек. Акă, çуллахи вăхăтра çĕр çинче пахча çимĕç, выльăх апачĕ туса илессипе, хĕлле выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлеме майсем пур. Курнавăш тăрăхĕнче ял çыннисем çакăн пек ĕçлеççĕ те. Анчах ытти чылай ялта çак ырă йăла анлă сарăлман-ха. Хамăр туса илнĕ выльăх-чĕрлĕхе те хамăр вырнаçтармастпăр, усламçăсене йỹнĕрех парса яратпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый 2011 çулта районти çамрăксене çара илнин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр Раççей çарне Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ 196 каччă тăнă (план 164 çын пулнă). 107 çамрăка сывлăхĕсене пула, 42 çамрăка 27 çул тултарнине кура запаса куçарнă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çар службине каяссинчен пăрăнса çỹрекенсем 210 çын шутланнă. Çулталăк вĕçĕнче вĕсен йышĕ 63 çамрăка юлнă. Пĕлтĕр 22 çамрăка РФ УК 328 статйин пĕрремĕш пайĕпе уголовлă майпа явап тыттарнă _ пысăк штраф тỹлеттернĕ. Анчах çакă вĕсене малашне çара каяссинчен хăтармасть. Канашлура çавăн пекех ял урамĕсене юртан тасатас, çĕрле çутатса тăрас, йăлара пулакан каяшсене турттарса тухас ыйтусене те хускатнă.



"Елчĕк Ен"
25 января 2012
00:00
Поделиться