Взятка илнĕшĕн...
Федерацин 2011 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчи 97 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне кĕртнĕ улшăнусем коррупцие хирĕç тата та витĕмлĕрех кĕрешме хистеççĕ. Маларах взятка сĕннĕшĕн тата панăшăн, илнĕшĕн пĕр миллион тенкĕ таран штрафлама, çавăн пекех ирĕклĕхе чакарма е ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнă. Юлашки улшăнусемпе килĕшỹллĕн вара айăпçăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕксĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, ку тĕлĕшĕпе саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Уголовнăй яваплăха взятка виçине кура палăртаççĕ: ахаль виçе (25 пин тенкĕ таран), пĕлтерĕшлĕ виçе (25 пинрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран), пысăк (150 пинрен пуçласа пĕр миллион тенкĕ таран) тата уйрăмах пысăк (пĕр миллион тенкĕрен пысăкрах) виçе. Саккуна пăсакана ахаль виçеллĕ взятка илнĕшĕн взятка виçинчен 25-50 хут, пĕлтерĕшлĕ виçепе 30-60 хут, пысăк виçепе 70-90 хут, уйрăмах пысăк виçепе 80-100 хут штрафлама, ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Взятка паракана е илекене анчах мар, взятка пама е илме çыхăнакана та взятка виçинчен 70 хут штрафлама е ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Район сучĕ кỹршĕллĕ республикăн гражданинĕн ĕçне пăхса тухрĕ. Вăл хăйĕн тĕлĕшĕпе протокол çырассине хирĕçлесе должноçри çынна 220 тенкĕ взятка пама тăнă. Айăпçă айăпне тĕппипех йышăннине, следстви ĕçне пулăшса пынине, унăн çул çитмен ача пуррине шута илсе район сучĕ айăпçăна взятка виçинчен 30 хут (6600 тенкĕ) штрафлама йышăну кăларчĕ. |
|
"Елчĕк Ен"