Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн тỹпи пысăк. 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕччен _ Федерацин "Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕ çинчен" саккунĕ вăя кĕриччен следстви комитечĕ Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнче тăнă. Саккун вăя кĕнĕ хыççăн следстви комитечĕ хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланăранпа кăçал пĕр çул çитрĕ. Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ паянхи кун Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче пулакан преступленисене хирĕç кĕрешес тĕллеве пурнăçлать. Кунта уйрăм ертỹçи Р.Шайхалов, ертỹçĕн çумĕ Р.Салимзянов, ертỹçĕн аслă пулăшуçи В.Ярушкин, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕçлекен В.Егоров следователь, Д.Тазюковпа А.Эткеров, В.Сергиевский аслă следовательсем, пĕрремĕш разрядлă специалист Н.Маркиданова, И.Серов водитель тăрăшаççĕ. Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 2011 çулта преступлени тунипе çыхăннă 600 ыйтăва пăхса тухнă. Тĕрĕслев ĕçĕсем тăрăх 111 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕçленĕ уголовлă ĕçсен шутĕнче çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăннă преступленисем. Пĕтĕмлетỹ çакна кăтартса парать. Çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн тунă. Çакăн евĕр çынсем ниçта та ĕçлеменнине тата пурнăç тĕллевĕсĕр пурăннине палăртмалла. Правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцинче палăртнă ирĕкĕсене хĕснипе, халăх сывлăхне сиенленипе тата ытти енĕпе çыхăннă преступленисене те асăнмалла. Иртнĕ çул коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Елчĕк районĕнче ку енĕпе "Дорсервис" ООО директорĕн уголовлă ĕçне тĕпчесе (ун пирки хаçатра нумай çыртăмăр) вĕçне çитернĕ. 2011 çулта салтак службинчен пăрăнакансен йышĕ палăрмаллах ỹснине, йĕркене пăхăнманнисене тивĕçлипе айăпланине палăртса хăвармалла. Следстви комитечĕ çул çитменнисен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. 2011 çулта РФ УПК 144-145 статйисенче палăртнă йĕркесемпе килĕшỹллĕн 4 тĕрĕслев ирттернĕ, Комсомольски районĕнче хăй çине алă хунă çул çитмен ачан ĕçне тĕпченĕ. Следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем çавăн пекех иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса парассипе те тимлеççĕ. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май 2011 çулта маларах çулсенче пулса иртнĕ 3 преступление (Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче) уçса парса преступлени тăвакансене тупса палăртма пултарнă. Пурнăçлама палăртнă ĕçсем сахал мар. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес, преступленисене уçса парас ĕçре следстви комитечĕн ĕçченĕсем тата та пахалăхлăрах ĕçлесе пыма тĕллев лартаççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.