Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешсем пур çĕрте те маттур

Районта çуралса ỹснĕ çынсем çĕр-шывăн пур кĕтесĕнче те хăйсене ырă енчен кăтартаççĕ. Çĕнĕ Пăва ялĕнче ỹссе çитĕннĕ Таисия Григорьевнăпа Алексей Андреевич Никифоровсем çамрăклах Свердловск облаçне ĕçлеме тухса кайнă, ĕçре хисеп çĕнсе илнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ çĕнĕ çĕре килнĕренпех Брод поселокĕнче клуб заведующийĕнче тăрăшать. Каменск-Уральск тăрăхĕнче Никифоровсене палламан çын та çук пулĕ. Вĕсем облаçре ирттерекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ентешсем облаçри "2011 çулхи çемье" конкурсра тупăшнă. Малтанах кăнтăр округĕнче мала тухнă вĕсем. Унтан хăйсен пултарулăхĕпе Екатеринбургра паллаштарнă. Никифоровсем конкурсра мала тухнă, Свердловск облаçĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан министерствăн дипломне тата хаклă парнине тивĕçнĕ.


"Елчĕк Ен"
11 января 2012
00:00
Поделиться