Çĕнĕ стандартăн пĕрремĕш утăмĕсем
2011 çулхи авăн уйăхĕнчен пĕрремĕшсем çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕпе вĕренме пуçларĕç. Ку документа стандартăн иккĕмĕш ăрăвĕ теççĕ. Апла пулсан вăл малтанхинчен тĕп тĕллевсен тĕлĕшĕнчен самай уйрăлса тăрать. Çĕнĕ стандартăн вĕренỹ задачисене те, итогĕсене те, тĕпрен илсен, виçĕ ушкăна пайланă: харкам хăй, уйрăм предметăн тата пур предметсене вĕрентнĕ май пурнăçламалли задачăсемпе итогсем. Çĕнĕ стандартпа килĕ-шỹллĕн ачана унчченхи пек конкретлă датăна, пулăма ас туса юлма, задача шутлама кăна хăнăхтармалла мар, хăй тĕллĕн вĕренме вĕрентмелле. Çакăнта унăн тĕп улшăнăвĕ. Юлашки çулсенче вĕренỹре информаципе хутшăну технологийĕ (ИКТ) анлă сарăлчĕ. Çавна пула интернетпа тĕрлĕ сайтра кирлĕ информаци тупма май пур. Çакă шкул ачине чылай çăмăллăх кỹрет, ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пулăшать. Çакăн евĕр шырав-тĕпчев ĕçне кашни ачан пĕчĕкрен хăнăхса пымалла. Урокра пĕр-пĕр ăнлава вĕреннĕ чух вĕрентекен ертỹçĕ вырăнĕнче пулса ачана тĕрĕс çул-йĕре кăтартса çеç ямалла, вĕренекенĕн кирлĕ хурав патне хăйĕн ăнтăлмалла. Илнĕ пĕлỹпе кашни кун кирлĕ пек усă курма вĕренмелле. Пĕлỹ хăй тĕллĕн ниме те пĕлтермест, унпа пурнăçа çăмăллатма, йывăрлăхсене çĕнтерме усă курмалла. Çĕнĕлĕхре ачасене пĕчĕк ушкăнсем çине уйăрса, урокра ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси пысăк вырăн йышăнать. Вĕренỹ процесне кун пек йĕркелени кашни вĕренекене хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерме, юлташ каланине итлеме вĕрентет. Класри ачасем хăйсен ĕçне анчах мар, юлташĕсен ĕçне те хаклама вĕренеççĕ. Вĕренĕве ушкăнсемпе йĕркелени уйрăм ачана хăй тĕллĕн ĕçлеме май туса парать. Паян вĕрентекен унчченхи пек веçех "чăмласа" памасть. Вĕренекен шухăшласа, тишкерсе пĕтĕмлетỹ тума хăнăхать, ун патне хăй çитме тăрăшать. Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсенче урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕренỹ планĕпе килĕшỹллĕн, çак ĕçе тĕрлĕ майпа йĕркелеме пулать: проект ĕçĕ-хĕлĕ, обществăшăн усăллă ĕç, пĕлỹ-тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ, сăнарлăхпа илемлĕх туйăмĕсене аталантарасси тата ытти те. Районти чылай шкулсенче пĕрремĕш класс ачисемпе ĕçлекенсем спортпа сывлăха çирĕплетессине, патриотла воспитани парассине урок хыççăнхи ĕç-хĕлĕн планне кĕртрĕç. Мĕншĕн çак асăннă темăсене суйласа илчĕç-ха вĕрентекенсем? Вĕренỹ материалĕн калăпăшĕ ỹсни, темиçешер сехет телевизор, компьютер умĕнче ларни, сахал хускални _ пĕтĕмпех ачасен сывлăхне сиен кỹрет. Çавăнпа та шкул тĕп тĕллевсенчен пĕрне _ ачасен сывлăхне çирĕплетессине, упрама вĕрентессине ĕçе кĕртет. Ача сывлăхне аталантарас тесен ăна кун йĕркине пăхăнма та, тĕрĕс апатланма та, гигиена правилисене пурнăçлама та вĕрентмелле. Çаксене пурнăçлама ачасемпе калаçусем, вăйăсем, тĕл пулусемпе "çавра сĕтелсем" ирттерни, ирхи гимнастика туни, экскурсисем йĕркелени, шыравпа тĕпчев ĕçĕсем пурнăçлани питĕ вырăнлă. Юлашки вăхăтра çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани куç кĕрет. Шкул ачисенче Тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне хисеплес туйăмсене аталантарасси вĕрентекенсен умне тухса тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ачана Тăван çĕр-шыва юратма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырас пулать. 1-мĕш класранах эпир ачасене "тăван тавралăх", "патриот", "паттăрлăх", "ирĕке кăларакан салтак" сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнланма пулăшатпăр. Ветерансене, ватă çынсене хисеплеме, вĕсене куллен-кун пулăшма вĕрентни, тимуровецсен ĕçне пуçарса яни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах час-часах паттăрлăх урокĕсем, тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ класс сехечĕсем, çарпа спорт вăййисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Çĕнĕ стандарта вăя кĕртсе пынă май республика шайĕнче тĕрлĕ йышши сăнавсем иртеççĕ. Эпир те çак ĕçе хастар хутшăнма тăрăшатпăр. "Кĕçĕн класс ачисен пуплевĕпе хутшăну компетенцине аталантарни орфографи пĕлĕвĕсене йĕркелессин тĕп условийĕ" темăпа иртекен сăнава 49 ача кĕнĕ. 1 "а" класс ертỹçи С.Волкова тата эпĕ ЧР вĕрентỹ институтĕнчен ярса паракан ĕçсене вăхăтлă йĕркелесе пурнăçласа пыратпăр. Сăнавăн пĕрремĕш тапхăрĕ _ ачасем шкула мĕнле пĕлỹпе килнине тĕрĕслесси. Калас пулать, хальхи вăхăтра пепкесене ача сачĕсенчех шкула кайма хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чылай ача шкула вулама-çырма вĕренсе килет. Ку вĕрентекенсемшĕн пысăк пулăшу. Сăнавăн иккĕмĕш тапхăрĕ _ пĕрремĕш класс ачин çур çул хушшинче пуçтарнă пĕлĕвне тĕрĕслесси, хакласси. Çакă вăл нумай енлĕн тумалли ĕç. Вĕренекенсен аталану шайне аван пĕлсе тăни вĕрентекене ĕçе кирлĕ улшăнусем кĕртме май парать. Пĕлĕве тивĕçлипе хаклани ачасене тăрăшарах вĕренме хистет, хавхалантарать. Республика шайĕнче ирттерекен сăнава хутшăнни пĕрремĕшсен пĕлĕвĕпе шухăшлавне, тавра курăмне пуянлатма, чĕлхе "мулне" тĕрлĕ енлĕ анлăлатма пулăшать, вĕренỹ тухăçлăхне пысăклатать.