Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Воин-афганеца манмаççĕ

1984 çулта Афган вăрçинче пуçне хунă Анатолий Митрофанович Патшина Аслă Елчĕксем манмаççĕ. Ăна асăнса чăваш халăх кĕрешĕвĕ енĕпе регионсем хушшинче турнир ирттереççĕ. 2000 çултанпа спортсменсем Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне халалланă турнира хутшăнаççĕ. Хамăр район командисĕр пуçне кăçал Çĕнĕ Шупашкарсем, Тутарстанри Çĕпрел, Чăваш Республикинчи Тăвай районĕсем те турнира хутшăнма кăмăлланă. Турнира чаплă самантра уçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, запасри тата отставкăри çар служащийĕсен республикăри канашĕн ертỹçи А.Скворцов, Шупашкар хулин Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ, воин-интернационалист В.Антонов спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Чăваш халăх кĕрешĕвĕ çулсерен вăй илсе, аталанса пырать. Тĕрлĕ ỹсĕмри, виçесенчи атлетсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе палăрчĕç. Ăмăртăва чи çăмăл виçери спортсменсем пуçларĕç. 27 килограмлă виçере Аслă Елчĕкри А.Тябуков, Кушкăри Р.Галошев, Елчĕкри Н.Матвеев призерсен йышне кĕчĕç. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 30 килограмм: 1. Д.Сусликов (Çĕпрел). 2. А.Шаков (Аслă Елчĕк). 3. Д.Викентьев (Çĕнĕ Пăва). 34 килограмм: 1. Л.Петров (Çĕнĕ Шупашкар). 2. В.Филимонов (Яманчỹрел). 3. Н.Сундарев (Çĕпрел). 38 килограмм: 1. А.Лахмитеров. 2. В.Лахмитеров (иккĕшĕ те Çĕпрел). 3. А.Блинов (Кушкă). 42 килограмм: 1. Н.Бильдяков (Çĕпрел). 2. А.Арефьев. 3. А.Салмин (иккĕшĕ те Лаш Таяпа). 46 килограмм: 1. С.Романов (Çĕпрел). 2. К.Станюков (Тăвай). 3. Ю.Мугин (Çĕпрел). 50 килограмм: 1. Г.Иванов (Кушкă). 2. Е.Яковлев (Лаш Таяпа). 3. Д.Печков (Аслă Елчĕк). 54 килограмм: 1. А.Шингарев (Çĕпрел). 2. Г.Зайцев (Кушкă). 3. В.Беляев (Çĕнĕ Пăва). 54 килограмран йывăртарах: 1. М.Воронин (Лаш Таяпа). 2. И.Чернов (Аслă Елчĕк). 3. П.Смолин (Çĕнĕ Пăва). 1994 çулта çуралнă тата аслăрах атлетсем те кавир çинче ăсталăха кăтартрĕç. 55 килограмлă спортсменсенчен Кушкăри Р.Галимов, Аслă Елчĕкри А.Мольков, Çĕпрелти А.Леонтьев çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсем: 60 килограмм: 1. А.Лепешкин (Çĕпрел). 2. А.Федоров (Аслă Елчĕк). 3. Г.Максимов (Çĕнĕ Пăва). 65 килограмм: 1. А.Шаков. 2. В.Майков (иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрен). 3. А.Смолин (Çĕнĕ Пăва). 70 килограмран йывăртарах: 1. А.Печков. 2. А.Шакин (иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрен). Елчĕксем хăйсен ентешĕн _ А.Патшинăн ятне ỹкермерĕç _ вĕсем малти вырăна йышăнса кубока çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Тутарстанри Çĕпрелсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем. А.Патшин воин-афганеца асăнса ирттерекен регионсем хушшинчи турнирăн ячĕ-сумĕ çулсеренех ỹссе пырать. Кунта спонсорсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем укçа-тенкĕ, парнесем парса тивĕçтернине пула кашни çĕнтерỹçĕ-спортсмен хаклă парнене тивĕçрĕ.


"Елчĕк Ен"
03 января 2012
00:00
Поделиться