Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Туслă коллективра ĕç ăнать

"Прогресс" акционерсен хупă обществин Тỹскелĕнчи сысна фермин коллективĕ яланах малтисен ретĕнче. Çĕнĕ çула та вăл ĕçри ỹсĕмсемпе кĕтсе илет. Коллектива малтан пĕр улшăнмасăр 26 çул Лидия Шашкова ертсе пынă. Пархатарлă ĕçĕшĕн вăл "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Лидия Шашкова тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн заведующи пулма Алина Даниловăна çирĕплетнĕ. Вăл та фермăра çĕнĕ çын мар, малтан 15 çула яхăн сысна пăхакан пулса тăрăшнă. "Ĕçе пĕлсе, тĕплĕн пурнăçлакан, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çын", _ теççĕ ун пирки пĕрле ĕçлекенсем. Тỹскелти фермăри кивĕ витесене те юхăнма паман, юсав ĕçĕсене вăхăтра тата кирлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Темиçе çул каялла самăртакан ушкăнри сыснасен витине Данире туса кăларнă оборудованин тулли комплектне вырнаçтарнăранпа ĕç тухăçлăхĕ нумай ỹснĕ. Малтанхипе танлаштарсан, ĕç те ансатланнă. Хальхи вăхăтра самăртакан ушкăнри сыснасене пĕчченех пăхма ĕлкĕрекен Татьяна Даниловаран ỹпкелешсе калаçнине илтеймĕн. Кăтартусем мĕнле пулнине кура тивĕçлĕ шалу тỹлеççĕ. Урăх мĕн кирлĕ? Тулăх рационпа тăрантаракн сыснасем самăр та çитĕнеççĕ: иртнĕ çул вĕсем пĕр талăкра 800 грамм ытла ỹт хушнă. Татьяна Геннадьевна выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти ăмăртăвĕнче те яланах малти. Фермăра нумай çул ĕçлекенсем чылайăн. Çавăнпа ĕнтĕ кулленхи ĕç ăнса пырать, кăтартусем те ỹссех пыраççĕ. Чи нумай çул ĕçлекен сысна пăхакансенчен пĕри _ çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшакан Мария Иванова. 30 çул ытла çак яваплă ĕçре тăрăшать вăл. Хăйĕн ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттерекен Мария Федотовна нумаях пулмасть 50 çул тултарнă. Унпа пĕрле пĕр витере ĕçлекен Елена Степанован та çулталăк вĕçĕнче паллă кун пулнă, вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăрăшуллă хĕрарăм хăнăхнă ĕçрен пăрахма шутламан-ха. Надежда Яковлевăпа Ольга Анисимова та çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшаççĕ. Ятран палăртса каланă ĕçченсен тăрăшулăхĕпе тимлĕхне пула отчетлă тапхăрта кашни тĕп амаран 22 çура илме пултарнă. Çурасем пурте тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Ивановсем_ Еленăпа Леонид ама сыснасене пĕтĕлентерессипе тимлеççĕ. Тỹскел ферминче шултăра шурă ăратри сыснасене ĕрчетеççĕ. Çура туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пынăран кунта çак çулсенче сыснасен хисепĕ ỹссе анчах пынă. Унсăр пуçне, çынсене те фермăран нумай çура сутаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта вĕсен хисепĕ 420 пуçран иртнĕ. Коллектив ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарнă май, ытти ĕçченсем те ырă сăмаха тивĕç. Сыснасем тĕрĕс-тĕкел, чир-чĕрсĕр çитĕннинче Алевтина Галкина ветеринарăн тỹпи пысăк. Владимир Даниловпа Георгий Шашков та ялан фермăра, вĕсем кунти тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ. Владимир Степановпа Иван Паймин тата Петр Иванов _ хуралçăсем. Иван Паймин фермăри электрохуçалăха та тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырать. Туслă коллективра кашни ĕçе ушкăнпа тата кая юлмасăр, вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Фермăна хĕле хатĕрленĕ тапхăрта _ тĕрлĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама, витесене шуратса дезинфекци тума, утă-курăк хатĕрлеме айккинчен пулăшу ыйтса курман. Пурне те хăйсемех ĕлкĕреççĕ, ĕçĕ те ăнса пырать...

Сăн ỹкерчĕкре: фермăра ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ.



"Елчĕк Ен"
03 января 2012
00:00
Поделиться