Телейлĕ çул пултăр санăн ялан
Водителе вĕреннĕ çынсем нумайăн. Анчах çăмăл мар çак профессипе пурнăç тăршшĕпех ĕçлесе пенсие каякансем питех те сахалăн. Чунтан парăнса тăрăшакан, йывăрлăхсенчен хăраман, чăтăмлă çынсем анчах нумай çул шоферта ĕçлеме пултараççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри _ Çирĕклĕ Шăхалĕнче пурăнакан Николай Васильевич Константинов. 1952 çулта çуралнă Коля ялти ытти ачасенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн водитель профессине алла илнĕ. Совет Çарĕнчен службăран таврăннă хыççăн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Родина" колхозра водительте ĕçлеме пикеннĕ. Техникăна юратакан, ăна витĕр пĕлсе-курса тăракан çамрăк кивĕ автомашинăна та çĕннинчен кая мар кăлтăксăр ĕçлеме пултарнине юлташĕсем анчах мар, колхоз председателĕ те çийĕнчех асăрханă. Хăйĕн ĕçне юратса, чунтан парăнса ĕçлекен çынна 1973 çулта ГАЗ-51 маркăллă çĕнĕ автомашина шанса панă. "Родина" пысăках мар колхоз шутланнă, çавăнпа унта пурĕ те икĕ автомашина çеç пулнă. Çавăнпа водителĕн ĕçĕ сахал пулман. Колхоз валли тĕрлĕ материал, ял çыннисем валли кăмрăк-брикет, вăрман турттарнă. Пĕр сăмахпа, çуллахи вăхăтра анчах мар, хĕлле те Коля пĕр кун ĕçсĕр ларса курман. Çил-тăман алхасать-и, çапса çумăр çăвать-и, пăрлак çул-и _ яланах çул çинче, руль умĕнче вăл. 1974 çулта колхозсем пĕрлешсе пысăкланнă, "Знамя" колхоз йĕркеленнĕ хыççăн Н.Константинова ЗИЛ-130 маркăллă автомашинăпа ĕçлеме куçарнă. _ 7 яла пĕрлештерсе тăнă колхозра ялти çынсене çурт-хуралтă çавăрма кирпĕч, хăйăр, цемент мĕн чухлĕ турттарман-ши? Шупашкара кунне икшер рейс хутлани те нумай пулнă. Строительство материалĕсен черетĕнчен тăрса юлас мар тесе ялтан тĕттĕмлех тухса каяттăмăр, путевкăсене каçхине парса хунă. Канашран кăмрăк-брикет турттарса килме те каçхинех тухса кайнă. Йывăр пулнă. Анчах çамрăк организм талăкра 4-5 сехет çеç çывăрнине те чăтнă, _ иртнине аса илет Коля. Иртнĕ ырă вăхăтсенче пысăк строительство ĕçĕсене пурнăçлама май килнĕрен Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ халĕ аякранах хула пек курăнса ларать. Вăл вăхăтра Тĕмер ялĕнче пурăнакансем те кирпĕчрен çурт-йĕр нумай хăпартрĕç, Хăвăлçырмара, Элпуç ялĕсенче çеç çурт-йĕр сахалрах çавăрчĕç. Унсăр пуçне, клуб, шкул, ача сачĕн çурчĕсене тума мĕн чухлĕ строительство материалĕ туянман пулĕ. Автомашинăсем пĕр кун та ахаль ларман. Пĕр çулхине шăрăх çанталăка пула колхозсенче выльăх апачĕ çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварма май килмерĕ. Çавна май 6-7 автомашина прицепсем кăкарса Казахстан çĕрĕнчен тюкланă улăм турттарчĕ. Ун чухне те Николай Константинова водительсем хушшинче асли пулма çирĕплетнĕ. 1985 çулта Кольăна колхоз председательне турттаракан çăмăл автомашинăпа ĕçлеме куçараççĕ. Кунта та çăмăллăх курмасть вăл. Пысăк колхоз, хирсем тăрăх пĕрре кайса килме те çур кун кирлĕ. Председательпе пĕрле тăтăш Шупашкара каймалла. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. 1983 çулта Николай Константинова СССР Ял хуçалăх министерствипе ял хуçалăх работникĕсен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн дипломне, 1985 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Вăл Тĕмер хĕрĕпе, Зоя Андреевнăпа çемье çавăрнă. Килĕшỹллĕ те тату пурăнакан мăшăр 3 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсен икĕ мăнук. Николайпа Зоя хăтлă çурт-йĕр, чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтă хăпартнă. Вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, пахча çимĕçне те ытлăн-çитлĕн туса илеççĕ. Хальхи вăхăтра пысăк опытлă водителе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкул автобусне çỹретме, ачасене турттарма шаннă. Çак ĕçе вăл нихçанхинчен те яваплă ĕçпе танлаштарать. Унăн ĕçĕпе шкулта пурте кăмăллă. _ Техникăна яланах юсавлă тытать, дисциплинăна çирĕп пăхăнать, _ тет В.Карчиков директор ун пирки сăмах пуçарсан. Çак кунсенче Николай Константинов 60 çул тултарать. Çавна май тĕрленчĕкĕме нумай çын пĕлекен юрă йĕркисемпе вĕçлес килет: Кашни кун эсĕ çул çинче, Кашни кун эсĕ руль умĕнче. Çумăр çăвать-и, е çил-тăман _ Телейлĕ çул пултăр санăн ялан. |
|
"Елчĕк Ен"