Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнтерỹ сỹнмест чĕрере

Колхоз производствин пултаруллă ертỹçи, Социализмла Ĕç Геройĕ Василий Васильевич Зайцев çуралнăранпа кăçалхи кăрлачăн 5- мĕшĕнче 100 çул çитет. Хăйĕн пурнăçĕн 35 çулне колхоз председателĕнче ĕçлесе ирттернĕ В.В. Зайцев Аслă Пăла Тимеш ялĕнче, хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн ачаранах йывăр ĕçе кỹлĕннĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркеленме тытăнсан вĕсен çемйи пуринчен малтан колхоза кĕнĕ. Кунта вăл лашасем пăхнă, учетчик та, бригадир та пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта тухса каять. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă хыççăн ăна Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоза ертсе пыма суйланă. Председательте ĕçлеме пуçланă малтанхи çулĕнчех В.В.Зайцев пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулать. Тыр-пул юр айне пулать, çуркунне акма вăрлăх вуçех тăрса юлман.1950-1960 çулсенче вара таврари вак хуçалăхсене пĕрлештерсе 10 ялтан чăмăртаннă "Победа" колхоз республикăра чи пысăкки тата чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен пĕрлешỹллĕ хуçалăх пулса тăнă. Кунта республикăра пуринчен те нумайрах тĕш тырă, çĕр улми, кантăр, куккурус, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илнĕ. Колхоз ăнăçлă аталанса пынин тивлетне пула ял çыннисен пурнăçне тĕпрен лайăхлатса çитернĕ Елчĕк районĕнчи "Победа" ячĕ Совет Союзĕнче палăрнă. Çĕр-шыв умĕнчи пархатарлă ĕçшĕн 1967 çулта колхоза Ленин орденĕ парса чысланă. Çавна май 1967 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче хуçалăхра савăнăçлă митинг иртнĕ. Çак кун Аслă Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен асĕнче нумайлăха тăрса юлнă. Социализмла Ĕç Геройĕ ята, Ленин орденне тăватă хутчен, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне икĕ хутчен илме тивĕçнĕ, КПСС XXII съезчĕн делегачĕ, 4 хутчен СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, çавăн чухлех Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, нумай çул КПСС Чăваш обкомĕн, КПСС райкомĕн членĕ пулнă, Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекинче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.В. Зайцев пирки ырă сăмахсем сахал мар илтнĕ, илтетпĕр те. Çĕнтерỹ чĕрере нихăçан та сỹнмест. Ырă ят _ ĕмĕре тесе те ахальтен каламаççĕ. Ленин орденне илме тивĕç пулнă колхоз çитĕнĕвĕнче В.В.Зайцев пултарулăхĕ пысăк вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Вăл колхоз производствине лайăх пĕлекен практик, малашлăха витĕр курса тăракан ертỹçĕ пулнă. Хуçалăх наукăри çĕнĕлĕхсене хăюллăн ĕçе кĕртнĕ, унăн пуçарăвĕпе бригадăсемпе фермăсене хуçалăх расчечĕ çине куçарнă, çынсене ĕçшĕн тỹлессинче те çирĕп йĕрке туса хунă, хастар ĕçлекенсене пурлăх тĕлĕшĕнчен туллин хавхалантармалли майсене палăртнă. В.В.Зайцев колхозпа унăн çыннисен пурнăçне лайăх пĕлнĕ, специалистсене ĕç мелĕсене хăнăхтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче шăпах çакăн пек ертỹçĕсем çитмеççĕ те. Каярахпа 13 çул Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Андриян Николаев ячĕллĕ колхоза ертсе пынă. Ял хуçалăх производствине йĕркелессинчи вăрттăнлăхсене малтанах çирĕп алла илнĕ çын аллинче ĕç "вĕресе" анчах тăнă _ производство кăтартăвĕсем ỹснĕ. В.В.Зайцев ĕçленĕ çулсенче колхоз "Хисеп Палли" орден илме тивĕçлĕ пулнă. В.В.Зайцев 1982 çулта вилнĕ, ăна Шупашкар хулинчи масарта пытарнă.


"Елчĕк Ен"
03 января 2012
00:00
Поделиться