Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăлăх ачана уйрăм тимлĕх кирлĕ

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинче ĕçлĕ çỹревпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Ача правине хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов тата унăн тĕрĕслев ушкăнĕ пулнă. Вĕсем республикăри вĕренỹпе социаллă учрежденисенче пулса çул çитмен тăлăхсемпе сусăрсен пурнăç условийĕсемпе интересленнĕ. Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн пайĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем республикăра П.Астаховпа пĕрле йĕркеленĕ видеоконференцие хутшăннă. Çакăн çинчен тата тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене пулăшас, вĕсен проблемисене татса парас енĕпе районта мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый каласа пачĕ. Район администрацийĕ çумĕнче тăлăх ачасен опекăпа попечитель органĕ, çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра районта тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă 80 ача шутланать. Çак йышран 14-шĕ тăлăх ачасем. 2011 çулта 8 ача ашшĕ е амăшĕ пур çĕртех çывăх çыннисен хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă. Л.Левый палăртнă тăрăх районта çакăн пек ачасене интерната яма мар, ытларах вĕсен çывăх çыннисен _ тăванĕсен çемйисене вырнаçтарма тăрăшнă. Тăлăх ачасене 18 çул тултарнă хыççăн пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине патшалăх хăй çине илнĕ. Çавна май кăçал 6 çамрăка хваттерпе тивĕçтернĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата пиллĕкĕшне пурăнмалли вырăн туса памалла. Çак тĕллевпе районти ялсенче пурăнакан, е интернат хыççăн района килекен тăлăх ачасем валли Елчĕкре ятарлă çурт тăвасси вĕçленсе пырать. Строительство ĕçĕсене юсавпа техника предприятийĕ пурнăçлать. Ăна çулталăк вĕçлениччен пурăнма кĕме туса çитермелле. Анчах çак ĕç юлса пырать. Предприяти директорĕ Б.Капламов çуртри пĕтĕм ĕçе раштавăн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасен пуласлăхĕшĕн тивĕçлĕ органсен, яваплă ертỹçĕсен тăрăшмаллине, вĕсен нушисене шута илсе пулăшмаллине палăртрĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2011
00:00
Поделиться