Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçсĕрлĕх чакать

Кăçалхи 11 уйăхра халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 1159 çын ĕç шыраса пынă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вĕсен хисепĕ ытларах, 1332 çын пулнă. Ĕçсĕр тăрса юлнисенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем - 580, 16 çултан пуçласа 29 çулчченхи çамрăксем -361 çын. Районти центра ĕç ыйтма пынисенчен 275-шĕ (23,7 проценчĕ) малтанхи ĕç вырăнĕсенчен хăйсен ирĕкĕпе кайнă, 33 çынна (2,8 процент) предприятисемпе организацисенчен ĕçрен кăларнă, 36-шĕ (3,1 процент) тивĕçлĕ канура пулнă, 47-шĕ (4,5 процент) _ инвалид. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тăрса юлнă 34 çынна шута илнĕ. Отчетлă тапхăрта пурĕ 152 организацире 1280 пушă ĕç вырăнĕ пулни çинчен пĕлтернĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тата 121 вырăн юлнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хутшăннипе кăçалхи 11 уйăхра 994 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсенчен 563-шне центрта шута илнĕ хыççăн 10 кун хушшинче ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçсĕр тăрса юлнă 66 çын ĕç рынокĕнче кирлĕ професси ăсталăхĕсене алла илнĕ.


"Елчĕк Ен"
21 декабря 2011
00:00
Поделиться