Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç тухăçлăхĕ те , кăтартусем те пысăк. Выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕнче шайĕнчи стандартсемпе усă курса реконструкци тунă акционерсен "Прогресс" хупă обществин тата "Победа" ООО тĕслĕхĕпе усă курса кăçал эпир те пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăхсен витине тĕпрен реконструкци тума май килчĕ. Унччен 160 пуç ĕне выльăхпах тулнă витене халĕ 280 пуç мăйракаллă шултăра выльăх вырнаçать. Малтанхипе танлаштарсан, вĕсене халĕ меллĕрех те вынаçтарнă _ пăрусем миçе уйăхра пулнине кура, уйрăм бокссенче выртаççĕ. Урайне резина мат сарнă. Çапла майпа выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ те халĕ чылай çăмăлрах. Витене юсанă хыççăн ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе янăранпа ĕç тухăçлăхĕ, кăтартусем ỹсни те куç умĕнче. Хĕл тапхăрне кĕнĕренпе мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 800 грамм ытла, самăртакан ушкăнрисем тата ытларах _ 1000-1100 грамран кая мар ỹт хушаççĕ. Ĕне выльăхсен ỹсĕмне кура, паллах, вĕсен кулленхи рационне кирлĕ пек йĕркелесе пыни те продукци туса илесси çине пысăк витĕм кỹрет. Пăрусене пăхассинчи яваплă ĕçе вара Антонина Немцевăпа Мария Ермолаевăна тата Эмма Саврасовăна шанса панă. Хăйсен шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнине вĕсен кулленхи кăтартăвĕсем те яр уççăн çирĕплетсе параççĕ. Надежда Красовăпа Елена Маркова, Светлана Волковăпа Ирина Васильева дояркăсен кăмăлĕ те хавхалануллă. Мĕншĕн тесен малашне ĕнесем ушкăнпа пăрулама тытăнаççĕ, çавна май сăвăм та ỹсмелле. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пур майсем те çителĕклĕ. Чи кирли _ рациона выльăхсен виçине пăхăнса тĕрĕс йĕркелени тесе шутлатпăр. Çапла майпа ăна çирĕп пăхăнса пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Сăвăнакан ĕнесене хĕллехи тапхăрта куллен, утă-улăмсăр пуçне, 35 килограмран кая мар сенаж, 6 килограмм çăнăх, 20 килограмм жом, 5 килограмм дробина, 1 килограмм патока тивĕçет. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче 389 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 130 ĕне шутланать. Ытти витесене те реконструкци тума май килсен ĕне выльăхсен хисепне тата ỹстерме пулĕ. Малашне çакăн пирки шутлатпăр.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.