Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк çемьесене пулăшса

 

Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев кăçалхи юпа уйăхĕнче "Çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" Указ кăларнă пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ. Асăннă Указпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикинчи хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерстви тата Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕ пурăнмалли условисене лайăхлатма е çурт-йĕр туянма илнĕ ипотека кредичĕн тăватă процентне саплаштарма килĕшỹ тунă. Малашне çамрăк çемье хăрамасăрах пĕчĕклетнĕ ставкăпа патшалăхран 10 çуллăх кивçен укçа-тенкĕ илсе тăма пултарĕ.


 



"Елчĕк Ен"
21 декабря 2011
00:00
Поделиться