Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕрпе пĕлсе усă курмалла

Вăйра тăракан законодательствăпа килĕшỹллĕн çыннăн документпа çирĕплетсе панă лаптăксенчи çĕрпе анчах усă курма юрать. Раççей Федерацийĕнчи Çĕр кодексĕпе килĕшỹллĕн çĕрпе мĕнле усă курнине патшалăх çĕр асăрхавĕн, муниципаллă, обществăлла тата производство тĕрĕслевĕн формисемпе йĕркелесе тăраççĕ. 2010 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх çĕр асăрхавĕн ĕçне Росреестр йĕркелесе пырать. Патшалăх çĕр асăрхавне çĕрпе усă куракансен тĕлĕшĕпе тĕрĕслевсем ирттерни урлă туса пыраççĕ. Çынсем çĕр лаптăкĕсемпе хăйсем пĕлнĕ пек усă курнине тата палăртнă йĕркепе килĕшỹллĕн çĕрпе усă курма право çирĕплетекен документсене туса хатĕрлеменнине çине-çинех тупса палăртма пулать. Çакăн пек тĕслĕхсем тĕрĕслевсен 90 процентĕнче тĕл пулаççĕ. Яллă вырăнсенче çуртсен умĕнчи палисадниксене вырнаçтарнă чухне çирĕплетсе палăртнă чикĕрен ытлашши çĕр лаптăкĕпе усă курасси анлăн сарăлнă. Чечексем ỹсекен вырăна йĕри-тавра карта тытса çавăрман пулсан территорие тирпей-илем кĕртнĕ пек хакламалла, ку чухне йĕркене пăсни шутланмасть. Енчен те хуçа çурт çывăхĕнчи чечек палисадникне карта тытса çавăрнă, çавна май унта ирĕккĕн çỹреме май пулманран çĕр законодательствине пăснипе танлашать. Çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсем те час-часах тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, пурăнмалли çурт-йĕр тума илнĕ çĕр лаптăкĕнче лавкка туса лартнă, т.ыт.те. Çĕрпе усă курассинче тата ăна сыхлас тĕлĕшĕпе тупса палăртнă çитменлĕхсене палăртнă вăхăт тĕлне пĕтерме хушса патшалăх инспекторĕсем предписанисем çыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 2011 çулта çĕр законодательствине мĕнле пăхăннине тишкерсе 5 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ. Кашни иккĕмĕш тĕслĕхре саккуна пăхăнманни паллă пулнă. Çапла майпа 1505 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Граждансенчен килекен çăхавсенчен ытларахăшĕ кỹршĕре пурăнакансем вĕсен çĕрĕ çине кĕрсе йышăнни, унта çурт-хуралтă туни çинчен килеççĕ. Патшалăх инспекторĕ, чăннипех, ытларах çĕр лаптăкĕпе усă курнине палăртма пултарать, анчах хăш çын шучĕпе çĕр лаптăкĕн калăпăшĕ ỹснине татăклăн палăртма пултараймасть. Çĕр лаптăкĕн чиккине палăртнă чухне кадастр ĕçĕсене (межевани) пурнăçлама координатăсемпе усă кураççĕ. Вĕсене кадастр инженерĕ палăртать. Межевани туман тата координатăсене палăртман маларах шута илнĕ çĕр лаптăкĕсен чиккисем ăçта вырнаçнине палăртасси уйрăмах йывăр. Çавна май çĕр лаптăкĕн чиккине палăртассипе кỹршĕсем хушшинче тухнă хирĕçĕве суд урлă анчах тĕрĕс татса пама май пур. Çакна ас тумалла! Гражданинăн çĕрпе усă курма ирĕк пани çинчен документ: харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ туни çинчен свидетельство, аренда килĕшĕвĕ... пулмалла. Эсир усă куракан çĕр лаптăкĕн калăпăшĕ юридика тĕлĕшĕнчен правăна çирĕплетекен документра палăртнипе килĕшсе тăмалла. Унсăр пуçне, çĕрпе тĕллевлĕ анчах усă курмалла. Енчен те ăна сире пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăрса панă пулсан, çак вырăнта производство объекчĕсем хăпартса лартма юрамасть. Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе ял хуçалăх производствине аталантарма усă курмалла. Çĕр лаптăкĕсен чиккисен вырăнĕсене палăртнисене шута илмелле тата упрамалла. Кăсăклантаракан хушма информацие Росреестрăн www. to21.rosreestr.ru сайтĕнче тупма, çырса е шăнкăравласа та ыйтса пĕлме пултаратăр. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 56-мĕш çурт е Эльмен урамĕ, 4 "а" çурт.


"Елчĕк Ен"
10 декабря 2011
00:00
Поделиться