Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăрушă чиртен хамăрăн сыхланмалла

 1988 çултанпа кашни çулах раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен Пĕтĕм тĕнчери организаци тата ООН Генеральнăй Ассамблейи йышăннипе, СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Кăçал вăл "Тĕнчипех СПИДа хирĕç" девизпа иртет. Çак кун тĕнчипех çак хăрушă чире хирĕç вăй хураççĕ, унпа чирлекенсем урăх ан пулччăр, чир текех ан сарăлтăр тесе ĕçлеççĕ. ВИЧ/СПИД çинчен пĕлсе тăни - çак вирус ан сарăлтăр тенин пĕрремĕш утăмĕ. Кашни çын ВИЧ/СПИД чирĕсемпе чирлес мар тата теприне чирлеттерес мар тесе явап тытать. Хамăр сывлăха упраса хăварасси хамăртанах килет. СПИДпа чирлисен шучĕ пĕтĕм тĕнчипе илсен - 36 миллион çын. Раççей Федерацийĕнче 612006 çын ВИЧ-инфекциллĕ, вĕсен шутĕнчен 5425 ача 15 çула çитиччен чирленĕ. Пирĕн республикăра 1295 çын ВИЧ-инфекциллĕ. Хăрушă чир пирĕн тăрăха та çитрĕ. Елчĕк районĕнче 12 çын ВИЧ-инфекципе учета тăратнă. Вĕсенчен 2-шĕ вилнĕ. Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикинче СПИДа хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх иртет. Çавна май Елчĕкри тĕп больницăра та уçă алăксен кунĕ йĕркеленĕ. ВИЧ-инфекци чирлĕ çынран сывă çынна 3 мелпе ерет: ар çыхăнăвĕ урлă, юн урлă, ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмран чирлĕ ача çурални. Чунпа таса пулни, ăнсăртран, пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕменни, чылай чухне СПИДран сыхласа хăварать.


"Елчĕк Ен"
30 ноября 2011
00:00
Поделиться