Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аталану çулĕпе

Е.ПЕТРОВА.
 Чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" муниципалитет уйрăмĕн ертỹçи Г.Кокшин, Раççей Федерацийĕн Налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина, Раççей Федерацийĕн налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи В.Антонов, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ - Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Депутатсем ларура кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ В.Муратов тухса калаçрĕ. Пуçтарăннисене вăл районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 9 уйăхри итогĕсемпе паллаштарчĕ. Асăннă тапхăрта районти промышленность предприятийĕсем 103,6 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕнчен тĕп капитала хывнă инвестици калăпăшĕ 135,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Пысăк тата вăтам предприятисенчи работниксен ĕç укçи кăçал, 2010 çулхи 9 уйăхпа танлаштарсан, 4,6 процент ỹснĕ, 9536,7 тенкĕпе танлашнă. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Елчĕк район территорийĕнче укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕпе усă курса 19,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă (2010 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан - 102,8%). Депутатсем районăн 2011 çулхи 9 уйăхри бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета йышăнчĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 222,0 миллион тенкĕпе (çулталăка пăхса хăварнă планăн 75,5 проценчĕ) танлашнă. Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкаксен пайĕ 208,5 миллион тенкĕпе (69,5 процент) танлашнă. Бюджет профицичĕ - 13,5 миллион тенкĕ. Малалла депутатсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин планпа пăхса хăварнă 2012 çулхи, 2013 тата 2014 çулсенчи аталанăвĕ, Елчĕк районĕн 2012 çулхи бюджечĕ, 2012 çулта Елчĕк район муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха приватизацилес прогноз планĕ çинчен калакан решенисене йышăнчĕç. Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" муниципалитет уйрăмĕн ертỹçи Г.Кокшин районти полици пайĕ туса ирттернĕ кăçалхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Ларура ытти ыйтусене те хускатрĕç.


"Елчĕк Ен"
30 ноября 2011
00:00
Поделиться