Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çỹхе пăр ултавлă

А.КЛЕМЕНТЬЕВ.
 Çанталăк сивĕтнĕ май республикăри юхан шывсем пăрпа витĕнчĕç. Анчах пăр çỹхе-ха. Çавăнпа та пулă тытма юратакансен, конькипе ярăнма кăмăллакан ача-пăчан уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Республикăра ку енĕпе инкек те пулнă. Красноармейски районĕнчи 55 çулхи арçын ял çумĕнчи кỹлле пулă тытма аннă. Çỹхе пăр арçынна чăтса тăрайман. Пулăшу килнĕ çĕре вăл шыва путса анса кайнă. Арçыннăн виллине каярахпа водолазсем кăларнă. Кỹршĕ республикăри инкек те шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть. Хусан хулинче пулса иртнĕ вăл. 10-11 çулсенчи виçĕ ача пăр çине ярăнма кайнă. Çỹхе пăр катăлнипе ачасем сивĕ шыва чăмнă. Иккĕшĕ вилнĕ, пĕрне аран-аран хăтарса хăварнă. Çавăнпа та ачасем, пулăçсем, хальхи вăхăтра пăр çỹхе те ултавлă пулнине манса ан кайăр.


"Елчĕк Ен"
30 ноября 2011
00:00
Поделиться