Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

МИХАЛ ЭРНИ

В.КИРИЛЛОВ, Тăрăм.
 Кашни ялăн хăйĕн уявĕ пур. Вĕсем мĕнпе çыхăннă-ха? Ваттисем каланă тăрăх, çак кун çав ялсенче чиркỹсем уçнă. Çапла вара кашни ялăн уйрăм уявсем пулса кайнă. Михал уявĕ Тăрăм ялĕнче чиркỹ уçнă кунпа çыхăннă. Тăрăм прихутне 1903 çулта Михал кунĕ, ноябрĕн 21-мĕшĕнче, уçнă. Чиркĕве 1940 çулхи апрель уйăхĕнче пăсма пуçланă. Архангел Михаил архистратих(грек чĕлхипе) - аслă çар пуçĕ, усалпа тăшмана çĕнтерекен. Çак уява Тăрăм, Кипеç, Анатри Тимеш, Тип Тимеш, Хĕрлĕ Çыр, Тăрăм ялĕсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ пĕлмеççĕ те пулĕ, Акчелсем уявлаççĕ. Ĕлĕк Акчелсене Патреккелсем те, Елчĕксем те йышăнман. Вĕсем хушшинче килĕштерỹ пулман. Çавăнпа та Акчелсем Тăрăм чиркỹ прихутне кĕнĕ. Михал уявне питĕ хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Мĕнле йывăр çулсенче те хăнасене чĕнсе уявланă. Эпĕ астăватăп-ха, хамăр тăвансене ял вĕçне тухсах кĕтсе илеттĕмĕр. Кашни килтех 4-5 лаша пухăнатчĕ. Эпир, çамрăксем, лашасемпе улăм илме хире каяттăмăр. Çак кун ют ял çыннисемпе анчах ĕçсе çинĕ. Хăнасем çĕр выртса кайнă. Урамра юрă сасси кăна илтĕнсе тăратчĕ. Михал уявĕ пĕр эрнене пынă. Кайран ял çыннисемпе ĕçсе çинĕ. Михал эрни хыççăн типпе кĕнĕ. Çакна аса илни те вырăнлă: хĕрсем улах ларма пăрахнă çак уявра. Хĕрсем урăх кас хĕрĕсемпе тĕл пулса юрланă, ташланă. Шел пулин те юлашки вăхăтра çамрăксем ял уявĕсене манса пыни сисĕнет. Çавăн пек илемлĕ те хисеплĕ уявсене манас марччĕ.


"Елчĕк Ен"
26 ноября 2011
00:00
Поделиться