Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Премисем хăйсен лауреачĕсене кĕтеççĕ

Л.ПЕТРОВА

Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн правленийĕ Çемен Элкер тата Николай Никольский ячĕллĕ, çавăн пекех Етĕрне район администрацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ Леонид Ильин ячĕллĕ премисене илме материалсем йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

С.В.Элкер ячĕллĕ преми конкурсне хаçат-журналта, радио хыпарлавпа телекуравра тĕрлĕ жанрпа çырнă-кăтартнă материалсене йышăнаççĕ. Вĕсенче Раççейĕн паянхи çыннин пархатарлă сăнарне, производство, ăслăлăхпа культура аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене, халăхăн ĕçри тата çарти хастарлăхне туллин çутатни тĕп вырăнта пулмалла.

Н.В.Никольский ячĕллĕ премие илме ăс-хакăл, культурăпа социаллă ыйтусене çутатакан чи лайăх хайлавсене тăратмалла. Вĕсенче чăваш халăхĕн чĕрĕлĕвĕ, хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ, халăхсен туслăхĕ, массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарма пулăшни тĕп вырăн йышăнмалла.

Леонид Ильин журналист ячĕллĕ премие ял хуçалăх темипе тата çут çанталăка сыхлас ыйтусемпе çырнă чи паха материалсемшĕн параççĕ. Вĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче çут çанталăка сыхласа хăварассишĕн мĕнле кĕрешнине туллин кăтартмалла. Хаçат-журналти статьясенче, радио тата телекурав кăларăмĕсенче ĕç çынни тĕп вырăнта пулмалла.

ЧР Журналистсен союзĕн асăннă премийĕсене илме тăратнă хайлавсем темипе тата содержанийĕпе тарăн шухăшлăхпа палăрса тăмалла. Çырнă произведенисене вулакансем тивĕçлипе хакласа ырлани кирлĕ.

Йĕркепе килĕшÿллĕн конкурса материалсене хаçат-журнал тата радио хыпарлавпа телекурав редакцийĕсен, издательствăсен журналистсен пуçламăш организацийĕсемпе пĕрле 2011 çулхи раштавăн 23-мĕшĕччен сĕнмелле.



"Хыпар"
24 ноября 2011
00:00
Поделиться