Патшалăх коммуналлă хуçалăхра йĕрке тума пикенчĕ
Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхĕпе çыхăннă ыйтусем паян пĕрремĕш вырăна тухса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе республика Президенчĕ вĕсене татса парассинчен пăрăнман пур ен тата çак ĕçсене тĕрĕслесе тăрассишĕн яваплă сăпатсен умне çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи монополизма сирес ĕçе тĕплĕ хатĕрленме, халăха информаципе тивĕçтерессине, ăнлантарассине вăйлатма тĕллев лартнă. Хура ĕç тăвакансене, "пĕр кунлăх фирмăсене" тата тĕрлĕ йышши ултавçăсене çак тытăмран аяккарах сирес шухăшпа хальхи вăхăтра управляющи компанисене çирĕп тĕрĕслеме хатĕрленеççĕ. Çăмăл мар ĕçе вара çурт-йĕр хуçисене хăйсене явăçтармасăр пурнăçлама çук. Кăна валли кашнин лайăх пĕлỹпе "хĕç-пăшалланмалла". Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем çинчен Чăваш Енĕн Тариф тата конкурентла политика патшалăх службинче ăнлантарчĕç. Цифрăсен чĕлхипе Чăваш Республикин çурт-йĕр фондĕнче 10233 нумай хваттерлĕ çурта шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле тăваткал метрсем - 15 млн яхăн, уйрăм çуртсен лаптăкĕ - 14 млн. Паян республикăн çурт-йĕр секторĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене 130 управляющи компани, 498 ТСЖ тата 60 ЖСК пăхса тăрать. 2009 çулта 25 млн тенкĕ укçана управляющи компанисен Чăваш Ен Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ хутшăннипе çурт-йĕр хуçисене каялла тавăрса пама тивнĕ, 14,8 млн тенкĕ - 2010 çулта, 5,6 млн тенкĕ - 2011 çулта. Чăваш Ен Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн кăçалхи тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче çурт-йĕр законодательствине пăснă 3002 тĕслĕхе çиеле кăларма тỹр килнĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме хушса 839 предписани çырнă, 933 пин тенкĕлĕх административлă майпа штрафланă. Пĕлни пăсмасть Коммуналлă пулăшушăн çирĕплетнĕ тарифсем пирки ăçта пĕлме пулать? - Тарифсен патшалăх службинче, çавăн пекех унăн Интернетри сайтĕнче: http://www.tarif.cap.ru, Патшалăхăн çурт-йĕр инспекцийĕн сайтĕнче: http://www.goszhil.cap.ru, http://www.jkh.cap.ru портал çинче; - официаллă пичет кăларăмĕнче - "Вести Чувашии" хаçатра; - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче; - коммуналлă пулăшупа тивĕçтерме килĕшỹ тунă управляющи компанисенче, çав шутра вĕсен сайчĕсенче. Коммуналлă пулăшăвăн хăш тĕсĕсем валли тарифсем çирĕплетеççĕ? Сивĕ тата вĕри шыв, канализаци, электричество, газ, хутса ăшăтасси (ăшă энергийĕ) валли. Тарифсене шутланă чухне мĕнле тăкаксене тĕпе хураççĕ? Тарифсене йĕркеленĕ чухне çак тăкаксене шута илеççĕ: - укçа-тенкĕ тăкакĕсем (çав шутра энергоресурссем - газ, çĕр кăмрăкĕ, мазут, электроэнерги - туяннипе çыхăннă тăкаксем); - рабочисен ĕç укçи тата социаллă тỹлевĕсем; - тĕп хатĕрсене юсассипе çыхăннă тăкаксем; - тĕп укçа-тенкĕ тата унпа çыхăнман активсен амортизацийĕ; - ытти тăкак (налук, аренда, лизинг тата ытти тỹлев). Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тỹленĕ чухне регионра патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан йышлă-и? Халăхăн пĕтĕм йышĕнчен - 22,5%. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакĕсемшĕн тивекен субсидин вăтам виçи 2010 çулхипе танлаштарсан 115% ỹснĕ - паянхи кун тĕлне пĕр çыншăн 865 тенкĕ. Коммуналлă пулăшу тарифĕсем мĕнле тăтăшлăхпа ỹсеççĕ? Сивĕ тата вĕри шывпа, ăшăпа, электричествăпа, газпа, канализаципе çыхăннă коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсене çулталăка е унран кая мар вăхăтлăха çирĕплетеççĕ. 2011 çулшăн тарифсене мĕнле майпа йĕркеленĕ? Коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисемшĕн 2011 çул валли тарифсене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн 2010 çулхи 42-мĕш хушăвне шута илсе йĕркеленĕ. Унпа килĕшỹллĕн, граждансен коммуналлă тỹлевĕсем 2010 çулхи виçерен 15:-ран пысăкрах пулмалла мар. Коммуналлă пулăшу тỹлевĕ кăçал 2010 çулхи шайран 10 процент сахалрах ỹснине палăртса хăвармалла. Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвне пурнăçласа Служба вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем панă кăтартусем тăрăх пĕтĕм муниципалитет тытăмĕнче - вĕсем вара республикăра 296 - граждансен коммуналлă тỹлев анализне ирттерет. Ăна 15 процентран хăпартса ỹстернĕ тĕслĕхсем çук. 2011 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, республикăра тарифсем ăшăшăн вăтамран 14,7%, шывпа тата канализаципе 16,7%, йăлари каяшсене утилизацилессишĕн 12,0:, электроэнергишĕн 9,7%, çут çанталăк газĕшĕн 15% ỹснĕ. 2011 çул валли йышăннă тарифсем Чăваш Республикинче Федерацин Атăлçи округĕнчи рейтингра пĕчĕк позицие сыхласа хăварчĕç. 2012 çулта пире мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ? Январĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тарифĕсем 2011 çулхи шайрах юлаççĕ. 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги тарифĕ 6%, çулталăк тăршшĕпе 3%-ран ытла мар ỹсет, çут çанталăк газĕ - 15%. Ытти пулăшушăн вара - икĕ тапхăрпа: июлĕн 1-мĕшĕнчен 6% тата сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 6:. Электроэнерги валли дифференциаллă тарифа мĕнле йĕркепе çирĕплетеççĕ? Талăк зонисенчен (сехетсенчен) килекен тариф электричествăшăн тĕрлĕрен пулма пултарать. Ăна усă курнă вăхăт тăрăх çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, 2011 çулхи январьте Вăтам Атăлăн пĕрлештернĕ энерготытăмĕшĕн талăк зонисем çапларах пулнă: тĕркĕш вăхăт - 8-11, 16-19, çурма тĕркĕш вăхăт - 11-16, 19-23, 7-8 сех., çĕр - 23-7 сех. Чи хаклă тариф - тĕркĕш зонăри, йỹнĕреххи - çурма тĕркĕш зонăра, чи йỹнни - çĕрлехи зонăра. Халăх патне çитекен çут çанталăк газĕн хакĕ шутне мĕн кĕрет? Ăна çакăн пек шутласа кăлараççĕ: газăн курттăм хакĕ Ç ăна илсе çитерессипе çыхăннă тариф Ç тивĕçтернĕ-вырнаçтарнă чухнехи пулăшу. Çут çанталăк газĕн хакне витĕм кỹрекенни - унăн курттăм хакĕ. Капиталлă строительствăна хывнă укçа-тенке мĕнле майпа тĕрĕслесе тăраççĕ? Ресурс туяннă чухнехи тăкаксемпе пĕрлех тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсем, инженери инфратытăмне юсавлă тытса тăма хывнă укçа-тенкĕ те тариф шутне кĕреççĕ. Тарифсен 2011 çулхи йышăнăвĕпе инвестицисем 1 млрд та 800 млн тенке çитнĕ, çав шутран тĕп юсав ĕçĕсене валли - 946 млн тенкĕ, тарифри хушма тỹлевсен шучĕпе инвестици программисене пурнăçлама - 808 млн тенке яхăн. Кăçал инвестици программисем 33 предприятире пурнăçланаççĕ (йĕркелесе пыракан организацисен пĕтĕм йышĕн 12,4%). Инвестици ресурсĕсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе Служба кварталсерен çак укçа-тенкĕпе усă курнин анализне (мониторинг) ирттерет. Унăн пĕтĕмлетĕвне Тарифсен федераци службинче пăхса тухаççĕ. Вĕри шыв хакĕ мĕнрен килет? Вĕри шыв тарифĕсен шутне 1 кубла метр сивĕ шыв хакĕ тата ăна ăшăтнă чухнехи тăкаксем кĕреççĕ. Ăна 1 кубла метр шыва нормативсемпе право акчĕсенче ыйтнă температура таран çитерме кирлĕ ăшă энергийĕн тата ăшă энергийĕн тарифĕн произведенийĕпе палăртаççĕ. Муниципаллă районсенче тарифсен виçи мĕншĕн пĕр пек мар? Коммуналлă пулăшу тарифĕсен уйрăмлăхĕ халăха кỹнĕ коммуналлă пулăшу, оборудовани энергие тăкаклас, вăл тата сеть кивелсе юрăхсăра тухнин виçисенчен килет. Коммуналлă ресурссем валли шутлав приборĕсем вырнаçтарни мĕн парать? Çуртра пĕрлехи тата хваттерсенче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн уйрăм шутлав приборĕсене вырнаçтарни граждансен коммуналлă пулăшушăн тỹлекен укçи-тенкине сисĕнмелле чакарать. Республикăра çуртри пĕрлехи шутлав приборĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенче вăтамран 70% таран вырнаçтарнă, çав шутра электроэнергие шута илес тĕлĕшпе - 97%, ăшă энергине - 53%, вĕри шыва - 63%, сивĕ шыва - 42%. Çакă граждансен ăшăшăн тивекен тỹлевне 2010 çулта 10-12% таран чакарма май панă, датчиксемпе таймерсем вырнаçтарнине кура электроэнергишĕн 10: сахалрах укçа-тенкĕ тăкакланă. Çурт-йĕре пăхса тăракан организацисем информацие халăха пĕлтерессине пирĕн республикăра камсем тĕрĕслесе тăраççĕ? Асăннă организацисем информацие халăх патне çитерес стандарта мĕнле пăхăннине тĕрĕслес ирĕк кăçалхи июль уйăхĕнчен Службăн та пур. Вăхăтсене пăхăнманнине кура тата информацие уçса паман тĕслĕхсемпе çитменлĕхсене пĕтермелли пирки паянхи кун тĕлне 39 организацие асăрхаттарнă. Коммуналлă пулăшупа усă куракан унпа тивĕçтерекен организацисене тарифа кĕртнĕ пулăшу производствин тăкакĕсемпе паллаштармашкăн ыйтма пултарать-и? Гражданинăн коммуналлă ресурс тарифĕсен шутне кĕртнĕ тăкаксем мĕнле майпа пуçтарăннипе е улшăннипе ресурспа тивĕçтерекен уйрăм организацире кăсăкланма ирĕк пур. Раççей Правительстви çирĕплетнĕ информацие уçса парассин стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен хăйсем сĕнекен пулăшупа, тарифсемпе, финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информаци патне кĕме чăрмантармалла мар. Хаксене сăнаса тăракан органсен тĕрĕслевĕсем мĕнле тăтăшлăхпа пулаççĕ? Планпа пăхнă тĕрĕслевсем республика прокуратурипе çулталăклăх килĕшсе татăлнă график тăрăх иртеççĕ, плана кĕменнисем - тарифсене виçерен ирттерсе хăпартни е пĕчĕклетни çинчен уйрăм çынсем е юридици сăпачĕсем пĕлтерсен. Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ кăçалхи 9 уйăхра граждансен 2244 çырăвне пăхса тухнă, планпа пăхнă тата плана кĕртмен 428 тĕрĕслев йĕркеленĕ. 150 çакăн пек мероприятие прокуратура органĕсемпе пĕрле ирттернĕ. 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ "Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу илнĕ чухне республика çыннисен прависемпе законлă интересĕсене хỹтĕлемелли хушма мерăсем çинчен" Указ алă пусрĕ. Çак документ халăха мĕн парать? Çак документпа килĕшỹллĕн регионра отрасль порталне туса хума йышăннă. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи пур предприяти пирки те информацие çакăнта тупма май пулĕ. Управляющи компанисем коммуналлă пулăшу хакĕсем, пурнăçланă ĕçсем çинчен халăха ун урлă пĕлтерсе тăрĕç. Мĕншĕн тата мĕнле тарифсемпе тỹленине унăн пĕлмеллех. Управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕн мониторингне йĕркелессине те шута илнĕ Указра. Унпа килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшса пыракан фонд, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тỹлемелли укçине тарифсемпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ чухне тавлашуллă ыйтусем тухса тăрсан татса пама Правительство комиссийĕ туса хурĕç. |