Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăр штангăна парăнтараççĕ

Шупашкарта çитĕннисем хушшинче штанга йăтакансен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Елчĕк тăрăхĕнчи хĕрсемпе каччăсем те хутшăннă. 48 килограмм таякан атлетсенчен Аслă Пăла Тимешри Маргарита Портнова пĕрремĕш, 53 килограмлисенчен Çĕнĕ Пăвари Валентина Ананьева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Каччăсем те маххă паман. 56 килограмлă атлетсенчен Аслă Пăла Тимешри Анатолий Иноходов пĕрремĕш, Çĕнĕ Пăвари Сергей Грибов виççĕмĕш, 62 килограмлă атлетсенчен Елчĕкри Андрей Александров виççĕмĕш, 94 килограмлă виçере Евгений Убасев пĕрремĕш вырăнсене тухнă. Елчĕксем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар командисене ирттерсе, виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çитес шăмат кун, чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, йывăр атлетсене тепĕр ăмăрту кĕтет. Аслă Пăла Тимешре Чăваш Республикин чемпионне тата рекордсменне, СССР спорт мастерне И.Портнова асăнса Елчĕк районĕн уçă чемпионачĕ иртет.


"Елчĕк Ен"
23 ноября 2011
00:00
Поделиться