Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕлле шухăшлаççĕ, çĕнĕлле ĕçлеççĕ

Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Çавна май малтанхи пĕтĕмлетỹсем тума юрать. Пирĕн корреспондент Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕнчен Сергей Павловран хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтнă.

- Сергей Владимирович, иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк хыççăн республикăри аграрисене ура çине тăма чылай вăхăт кирлĕ пулассăн туйăнчĕ. Анчах шутланă пек те пулмарĕ. Лару-тăруран мĕнле тухма май килчĕ?

- Агропромышленность комплексĕнчи патшалăх политикин çирĕплĕхĕ йывăр лару-тăруран чăрмавсăр тухма май пачĕ. Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине çирĕплетнĕ, ял хуçалăхĕ çинчен саккун йышăннă. 2006 çулта "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ ĕçе кĕнĕ. 2008 çулта çирĕплетнĕ наци агропроекчĕ отрасль аталанăвĕн 2012 çулчченхи патшалăх программине куçрĕ. Сăмах май, 2013 çултан пуçласа 2020 çулччен унăн тепĕр тапхăрĕ ĕçе кĕмелле. Ĕç-хĕл çакăн пек йĕркеленсе пынине пула республикăра нумай лайăх улшăнусем пулчĕç. Тĕслĕхрен, 2006 çултанпа Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче продукци туса илесси 18,5 процент ỹснĕ. Çакăн пек ỹсĕм Атăлçи федераци округĕн тăватă регионĕнче анчах палăрнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, 2010 çулта республикипе ял хуçалăх продукцийĕсене пурĕ 2 миллион ытла тенкĕлĕх, Атăлçи федераци округĕнчи ытти регионсенчен икĕ хута яхăн ытларах, Раççейри вăтам кăтартусемпе танлаштарсан, 1,5 хут ытларах туса илнĕ. Кăçал, малтан шутланă тăрăх, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илесси 3 миллион тенкĕрен те ытла пулмалла. Усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсене кашни çул ытларах ĕçе кĕртсе пыни те пĕлтерĕшлĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, ку чухне инвесторсене явăçтарасси çине малашне тата ытларах тимлĕх уйăрмалла. Юлашки 6 çул хушшинче республикăра тĕш тырă туса илесси 46 процент, çĕр улми туса илесси 20 процент ỹснĕ. Кăçал пĕр гектартан вăтам шутпа 24,5 центнер, пĕтĕмпе 600 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Кăтартусене иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк условийĕнчи кăтартусемпе танлаштармастпăр. Çакă тĕрĕс те пулман пулĕччĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе Патăръел, Елчĕк, Вăрмар тата Вăрнар районĕсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал та авăн уйăхĕнче анчах уяр çанталăк пулчĕ, авăн, юпа уйăхĕсем çумăрлă тăчĕç. Çавна май çĕр улми кăларасси кая юлчĕ. Республика пуçлăхĕ, вырăнсенчи ертỹçĕсем ушкăнпа çĕр улми кăларма тухма ыйтнине ăнланса пулăшу аллине тăсса пама ỹркенмен çынсене тав тăватăп. Ялти шкулсенче вĕренекенсем, пенсионерсемпе бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсем уйрăм тав сăмахне тивĕçлĕ. Йывăр лару-тăрăва пăхмасăр, 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен 81 проценчĕ тупăшлă ĕçленĕ, пĕтĕмĕшле тупăш 750 миллион тенкĕ. Малтан шутланă тăрăх 1 килограмм тĕш тырă туса илнин хăй хаклăхĕ 3,80 тенкĕпе, çĕр улми 4,60 тенкĕпе танлашать. Вĕсене хальхи сутлăх хакпа шутласан тупăшлăх пайĕ 10-15 процентран кая мар пулмалла.

- Ял хуçалăх производствинче курăмлă кăтартусем тăвассинче тухăçлă ĕçлеме май паракан çĕнĕ йышши технологисене ĕçе кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Тĕрĕсех. Çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ чухне пĕр харăс темиçе тĕрлĕ ĕç тума пултаракан, энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсемпе усă курни тăкаксене нумай чакарма май парать. Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем машинăпа трактор паркĕсене çĕнетме çăмăллăхлă кредитсемпе усă кураççĕ, лизингпа та нумай техника туянаççĕ.Тĕрлĕ майсемпе усă курса кăçал та республикăра 533 миллион тенкĕлĕх, иртнĕ çулхинчен 2,5 хут ытларах техника туяннă. Елчĕк районĕнчи хресченсем тĕрлĕ ял хуçалăх техникине 46 единица, пурĕ 53,8 миллион тенкĕлĕх туяннă. Çуркуннехи, кĕркуннехи тапхăрта уй-хирти ĕçсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсем сахал мар кирлĕ. Çакна шута илсе унăн хакĕн 30 процентне патшалăх саплаштарнă. Çавна май ял хуçалăх продукцийĕсене туса кăларакансем 125 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ перекетленĕ.

- Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕнче шайĕнчи стандартсемпе килĕшỹллĕн реконструкци туса çĕнетеççĕ, çавна май продукци туса илесси те ỹсет. Пирĕн республикăра та пысăк проектсене ĕçе кĕртеççĕ. Тата мĕнле çĕнĕлĕхсене кĕтме пулать?

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пĕтĕм ĕç малти вырăнта тăрать:çĕнĕ йышши сĕт-çу комплексĕсем тăвасси те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсенче усракан выльăхсен селекципе ăратлăх ĕçне лайăхлатасси те... Çулталăкра 8000 килограмм сĕт антаракан ĕнесен кĕтĕвне йĕркелесси çинчен шухăшламалла, 2000 килограмм сĕт антаракан ĕнерен вара нимĕн усси те çук. Анчах çак тĕллеве пурнăçличчен нумай тăрăшма тивет: ăратлăха лайăхлатмалла, сăвакан ĕнесене туллин тата тĕрĕс тăрантармалла. Аграри проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан çĕнĕрен хăпартнă тата реконструкци тунă объектсен хисепĕ республикăра 100-тен иртнĕ. Çавна май 6 çул хушшинчи тапхăрта аш-какай туса илесси 17,4 процент, сĕт туса илесси 14 процент ỹснĕ. Атăлçи федераци округĕпе илсен усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан республикăра икĕ хут ытларах аш-какай, сĕт туса илнĕ. Çак кăтартусем çăмăлпа пулман. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк условийĕсене пула хушма выльăх апачĕ те сахал мар туянма тивнĕ. Пулнă тăкаксене саплаштарма патшалăхран пысăк пулăшу кỹнине пула сăвакан ĕнесен хисепне сыхласа хăварма май килнĕ. Кăçал Елчĕк районĕнчи "Прогресс", "Яманчурино", "Победа", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен реконструкци тума вăй çитернĕ, вĕсене курса малашне ыттисем те паянхи пурнăç шайĕпе питех те кирлĕ ĕçе пуçăнасса шанатпăр.

-Апат-çимĕç тата ĕçлесе хатĕрлекен промышленность пулмасан ял хуçалăх производстви тухăçлă аталанаймасть.

- Тĕрĕсех. Республикăри апат-çимĕç тата ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен хăватлăхне малашне тата ỹстерме палăртнине республика Правительстви те ырласа йышăннă. Хальхи вăхăтра предприятие аталантарма кредит илнĕ чухнехи процент ставкисене те самай пĕчĕклетнĕ.

- Патшалăхран çăмăллăхлă кредитсем уйăрнине пула уйрăм хушма хуçалăхсем продукци туса илессине çулсерен ỹстерсе пыраççĕ, вĕсем продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем валли чĕр тавар туса парассинче пысăк тỹпе хываççĕ.

- Хальхи вăхăтра уйрăм хушма хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен фермер хуçалăхĕсене йĕркелеççĕ. Кăçал анчах 1000 çын фермер пулса тăнă. Фермер ĕçне пуçăнакансене федераци программипе килĕшỹллĕн укçа-тенкĕ уйăрса пани пушшех хавхалантарать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе республикăра пурăнакан 63 пин çемье (30 процент) хушма хуçалăха аталантарма пулăшакан çăмăллăхлă кредитпа пурĕ 10 миллиард тенкĕлĕх усă курнă. Палăртнă укçа-тенкĕн 70 процентне выльăх-чĕрлĕх фермисем тума, реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама, 20 процентне ял хуçалăх техники туянма, 7 процентне выльăх-чĕрлĕх туянма усă курнă. Унсăр пуçне, иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк условийĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас шутпа уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене выльăх апачĕ туянассинче пулăшас тĕллевпе сăвăнакан кашни ĕне пуçне 2865 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар укçа уйăрса панă.

- Çĕр-шыв тата Чăваш Республикин Правительствисем çамрăк специалистсене ялта пурăнма хавхалантарас тĕллевпе юлашки çулсенче пур условисем те туса пама тăрăшаççĕ. 

- Çамрăк специалистсене ялта пурăнма, ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме хавхалантарас шутпа "2013 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ" федерацин тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ. Ялта пурăнакансене чăннипех меллĕ условисем туса панă. Вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕн 45 процентне, çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене, вĕсем 35 çултан иртмен пулсан, пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕн 70 процентне саплаштараççĕ. Палăртнă программа ĕçе кĕнĕренпе (2003-2011) ялсенчи 3760 çемье, çав шутран 1189 çамрăк çемьепе çамрăк специалист хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Унсăр пуçне Правительство пуçлăхĕ Владимир Путин тăрăшнипе 2012 çултан тытăнса яла ĕçлеме килекен тухтăрсене пулăшу укçи - кашнине 1 миллион тенкĕ пама тытăнаççĕ.

-Сергей Владимирович, Елчĕк районĕнчи аграри секторĕнчи ĕç-хĕле мĕнле хакланă пулăттăр? 

- Елчĕк районĕнче экономикăри тĕп ĕç - ял хуçалăхĕ. Республикипе ял хуçалăх продукцийĕсене туса илнине шутласан, районăн тỹпи 5,6 процентпа танлашать. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх 2011 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, районĕпе пĕтĕмĕшле продукци туса илесси ỹснĕ, 146,2 процентпа танлашнă. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 28 ял хуçалăх предприятийĕ, 78 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 8,6 пин уйрăм хушма хуçалăх шутланнă. 2011 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмĕшле акăнакан çĕр лаптăкĕ 3,3 процент, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 0,2 процент ỹснĕ. Районта усă курман çĕр лаптăкĕсем вуçех çук. Кăçал пĕтĕмпе 43235 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Свобода", "Яманчурино", "Победа", "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне фермисене, "Прогресс" тата "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсенче сысна фермисене тĕпрен реконструкци тунă. "Чăвашъенкрахмал" ОООра 10 миллион тенкĕлĕх крахмал типĕтекен çĕнĕ йышши цех тăваççĕ. "АСК-Яльчики" ОООра 2000 тонна çĕр улми вырнаçакан хранилище тума палăртаççĕ, унăн хакĕ-7 миллион тенкĕ. "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн 2003-2011 çулсенче районта 191 çемьене çурт-йĕр тума е туянма пурĕ 44,83 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.




"Елчĕк Ен"
23 ноября 2011
00:00
Поделиться