Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă улшăнусем куç умĕнче

Пĕр-пĕр суйлав çывхарас умĕн çеç тĕрлĕ партипе юхăм хăйсем çинчен аса илтернине хăнăхса пыратпăр ĕнтĕ. Паянхи влаçа критиклекен, хăйсем влаç умне тăрсан обществăна наччасрах пĕтĕм çитменлĕхрен хăтарса ырă пурнăç тума шантаракан йышлă агитаци материалĕсем суйлавçăсене хупласах хураççĕ. Иртнĕ вăхăтри экономикăна çăтмахпа танлаштарса маларах ырă пурнăçпа анчах пурăннине асăнать чылай политик, паянхи влаçа хурлать. Вăл вăхăтри тата хальхи пурнăçа танлаштарса тавлашма эпĕ политик мар, çапах та маларах çăтмахри евĕр çеç пурăннă тени тĕрĕсех мар тесе каласшăн. Кирек хăш тапхăрта та лайăххи те, начарри те сахал мар пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче лавккасен сентрисем пуш-пушă пулнине, тĕрлĕ тавара çуршар кун вăрăм черетсенче тăнă хыççăн талонсемпе анчах туяннине аслăрах ăрурисем лайăх астăваççĕ. Паян вара лавккасенче кирек мĕнле тавар та пур. 90-мĕш çулсенче мĕнле çеç пăтранмарĕ тĕнче. 1991 çулхи путча аса илсен чĕре тепĕр хут çỹçенсе каять. Тăнăçлăх пирки ĕмĕтленеттĕмĕрччĕ анчах вăл вăхăтра. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çуршар çул ытла ĕç укçи илейменни, ĕç укçи вырăнне тĕрлĕ тавар пани, пенси укçипе вăхăтра тивĕçтерменни халĕ те асра. 2000-мĕш çултанпа вара çынсем ĕç укçине те, пенсие те вăхăтра илеççĕ. Иртнĕ вăхăтсене хура сăрăпа варалас тесе çырмастăп çак йĕркесене. Вăл вăхăтра та лайăххи те, начарри те сахал мар пулнă. Çапах та паянхи пурнăçа та хурламалла мар. Самана тăнăç тăнăшăнах савăнмалла пирĕн. Çĕр-шыв аталану çулĕ çине 2000-мĕш çултан, патшалăх тилхепине В.Путин Президент алла илсен тăнине тỹрех асăрхарăмăр. Тăнăçлăхпа лăпкăлăх та çак тапхăртан пуçланчĕ. Влаç умĕнче паян ĕçе тĕплĕн шухăшласа пурнăçлакан, çĕр-шывпа унăн халăхĕшĕн тăрăшакан ертỹçĕсем тăни пирки иккĕленỹ çук. Пурнăç та ырă енне улшăнса пынине кашниех куратпăр. Ĕлĕкрех хулари пурнăçа ăмсанаттăмăр çеç пулсан, паян ялта та хуларинчен кая мар пурăнатпăр: çуртсем çут çанталăк газĕпе хутăнаççĕ (çавна май вутă-кăмрăк турттарса килес, вутă касса-ваклас тата ытти ĕçсене пурнăçлас ĕçсем чакрĕç). Килте кирек хăçан сивĕ тата ăшă шыв пур. Тарасаран шыв ăсса кĕресси, хура шыва кăларса тăкасси хыçа юлчĕ. Çурт-йĕр çавăрас пулсан ĕлĕкхи пек вăрман касма кайса икшер-виçшер кун е эрнешер нушаланмалла мар, стройматериалсене кил умнех кỹрсе параççĕ. Халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе юлашки вăхăтра сахал мар программа йышăннă. Вĕсем пирĕн районта та ăнăçлăн пурнăçланса пынине куратпăр. Патшалăх программисем пулăшнипе çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ ỹссе пынине, ялсене хытă сийлĕ асфальт çулсемпе çыхăнтарнине, спорт сооруженийĕсем хута янине, ача сачĕсен шучĕсене çулсеренех ỹстерсе пынине, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен офисĕсене хута янине, шкулсенчи пурлăхпа техника никĕсне çулран-çул пуянлатса пырса ачасене хуларинчен кая мар пахалăхлă пĕлỹ илме май туса панине (çавна май шкул хыççăн аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен шучĕ те ỹссех пырать) тата ытти ырă пулăмсене чылай асăнма пулать. Патшалăх çамрăк çемьесене, яллă вырăнта пурăнакан тĕрлĕ çулхи специалистсене çурт-йĕр çавăрнă чух пулăшать. Ача амăшĕсене те манмасть вăл. Амăшĕн капиталĕпе усă курса районта та чылай çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕр çĕклеме тỹлевсĕр çĕр пайĕсем уйăрни те çемьесемшĕн меллĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăхне аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, хуçалăхсемпе хушма хуçалăх тытакансене çăмăллăхлă кредитсемпе усă курма майсем туса параççĕ. Çак пулăшупа усă курнăранах килсерен мотоблок тата ытти хатĕрсем туянтăмăр. Хуçалăхри тĕрлĕ ĕç-хĕле пурнăçлассинче питĕ пысăк пулăшу пачĕ çакă. Уйрăм предпринимательсене тата ыттисене май килнĕ таран пулăшать патшалăх. Пире те, пенсионерсене, начар пăхмаççĕ. Пенси укçине килех килсе пани, ăшă сăмах калани пире темрен те паха. Çавăнпа та ĕлĕк эпир паянхинчен лайăхрах пурăннă тенипе, хальхи пурнăçа сивленипе килĕшместĕп. Пурнăçламалли ĕçсем татах та пур паллах. Вĕсене пĕр кунра пурнăçа кĕртме çуккине пиртен кашниех ăнланать. Çапах та темле йывăр тата кăткăс пулсан та паянхи влаç органĕсем умри тĕллевсене пурнăçлама палăртаççĕ, ĕçĕсем курăмлă. Пĕр-пĕрне хирĕçлени, хурлани, е вырăнсăр мухтани ырă çимĕç памасть. Пĕр-пĕрне пулăшса пырса, çĕнĕрен-çĕнĕ çитĕнỹсем туса малтан-мала утасси пирки шухăшламалла. Ăнăçлă аталану - ăнланса ĕçленинче. Çитес суйлавра суйлавçăсем тĕрĕс утăм тăвасса, паянхи влаçа ырă тĕллевсене пурнăçлама малалла та çул парасса шанас килет.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2011
00:00
Поделиться