Елчĕк çĕрĕнчен сахал мар çар çынни тухнă. Вĕсенчен пĕри - Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ сывлăш çар вăйĕсен ветеранĕ П.М. Байдуганов подполковник. Петр Моисеевич йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Моисей Прокопьевичпа Анастасия Михайловна 9 ача çуратнă, çапах та чир-чĕре пула вĕсенчен 6-шĕ анчах - пилĕк ывăл та 1 хĕр - çитĕннĕ. Байдугановсем ачисене мĕн пĕчĕкрен хастар та хăюллă пулма хăнăхтарнă, ĕç çумне çыпăçтарса çăкăр хакне туйма вĕрентнĕ. 5 ывăл та ỹссе çитĕнсе салтака юрăхлă пулнă, кашниех аслă пĕлỹ илнĕ. Федор (вăл тĕп килĕнче пурăнать), Александр, Геннадий агроном профессине суйласа илнĕ пулсан, Петр çар çынни, Владимир (хальхи вăхăтра отставкăри милици капитанĕ) йĕрке хуралĕн ĕçченĕ пулса тăнă. Хĕрĕ Тамара вара ĕмĕрĕпех Елчĕкри тĕп больницăра шăл тухтăрĕнче тăрăшнă. Петр çар çынни пулса тăнинче, паллах, ашшĕн - Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕн Моисей Прокопьевичăн тỹпи пысăк пулнă (шел пулин те, вăрçă суранĕсем аса илтерсех тăнăран вăл пурнăçран ир - иртнĕ ĕмĕрĕн 53-мĕш çулĕнчех уйрăлнă). Ача çамрăкранах ашшĕ евĕр хастар та хăюллă пулма ĕмĕтленнĕ, ытти чылай арçын ачасем пек "вăрçăлла" выляса ỹснĕ, вăйăра та яланах командир пулма тăрăшнă. 1956-1959 çулсенче вăл Сумы хулинчи çар училищинче, 1970-1975 çулсенче Совет Союзĕн Маршалĕ Г.Жуков ячĕллĕ академинче вĕреннĕ, 1955 çултан пуçласа 1983 çулччен Беларуçри çар тата Мускаври сывлăшран тапăннинчен хỹтĕлекен çар округĕсенче службăра тăнă, рядовой салтакран пуçласа взвод, батарея командирĕсем таран ỹснĕ, çапăçура усă курмалли ракетăсене хатĕрлекен зенитлă ракета базин начальникĕнче ĕçленĕ. Служба хыççăн 1984-1988 çулсенче Мускав облаçĕнчи Домодедово районĕнчи Востряково поселокĕнчи вăтам шкулта çар руководителĕнче тăрăшнă, 1990-1999 çулсенче "Домодедово" аэропортра гражданла оборона енĕпе ĕçлекен ертỹçĕн çумĕ, 2000-2002 çулсенче Домодедовăри почтамтра гражданла оборона енĕпе ĕçлекен инструкторта, 2002 çултанпа паянхи кунччен Домодедовăри "ДОМ-БАНК" ОАОра пай начальникĕнче тăрăшать. Тивĕçлĕ службăшăн тата ĕçĕсемшĕн ентешĕмĕр сахал мар наградăсене тивĕçнĕ. Паянхи кун П.Байдуганов çемйипе Домодедово хулинче пурăнать, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.