Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр ĕçченне - чыс, мухтав

Ял хуçалăхĕнче тата продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявне чи тивĕçлисене - производствăра малта пыракансене, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсене чĕннĕ. Вĕсене уяв ячĕпе саламлама - пархатарлă ĕçшĕн тав тума хăнасем те йышлăн килсе çитнĕ... Сумлă уява хутшăнакансем малтан, яланхиллех, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хăйсем туса илнĕ продукципе сутă тăвакан кĕрхи пасарта пулса курчĕç, культурăпа кану центрĕн фойинче ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем кашнийĕ хăйне евĕрлĕ илĕтỹллĕ хатĕрлеме пĕлнĕ куравпа паллашрĕç. Наци тумĕсем тăхăннă хĕрсем çĕр ĕçченĕсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав туса чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, кăпăклă сăрапа сăйларĕç. Çĕр ĕçченне мухтаса хывнă "Алран кайми аки-сухи" юрă янăранă хыççăн уяв, кану кунĕсене пĕлмесĕр уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял çыннин ĕçри ăнăçлăхĕ хăйĕнчен анчах мар, çут çанталăк условийĕнчен те нумай килнине палăртса каларĕ. Тĕрĕсех, юлашки икĕ çулта уйрăмах, вĕсен чăтăмлăхне çанталăк çирĕп тĕрĕслерĕ. Апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче ĕçлекенсем аллисене усмарĕç. Уй-хирти тыр-пул, курăк шăрăх çанталăкра типсе-çунса кайнă хыççăн та фермăсенчи йышлă выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарчĕç, çав вăхăтрах вĕсен хисепне те сыхласа хăварма пултарчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов палăртнă тăрăх, умри йывăрлăхсене пăхмасăр çак тапхăрти 10 уйăхра районĕпе 3396 тонна аш-какай (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 процент ытларах), 28223 тонна (2 процент ытларах) сĕт туса илнĕ. Районĕпе пĕр ĕнерен 4483 килограмм сĕт сунă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче "Прогресс" акционерсен хупă обществи тата "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ мала тухнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пысăк лаптăкра, пурĕ 15800 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ, ăна кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 27,8 центнерпа танлашнă. Курнавăшри Ю.Цветков фермер хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç алла илнĕ -1 гектартан 60! центнер. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Комбайн" хуçалăх малта. Кунта 1 гектартан пулакан тухăç 52 центнера яхăн. "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн, "Прогресс" акционерсен хупă обществин уй-хирĕсенче те тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ. Комбайнерсен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче "Сатурн" хуçалăхри Геннадий Викентьевпа танлашакан тупăнман. Хуçалăхри тĕп инженер "Вектор" комбайнпа 16500 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, 2011 çулхи вырма чемпионĕ пулса тăнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене уяр кунсемпе усă курса кĕске вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртме пултарнă. Анчах ун хыççăнах çанталăк улшăннине, тăтăш çумăр çума тытăннине пула уй-хирти кĕрхи ĕçсене пурнăçлассинче - çĕр улмипе пахча çимĕçе пухса кĕртессинче, кĕрхи çĕртме тăвассинче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пысăк чăрмавсемпе тĕл пулнă. Йывăрлăхсем халĕ пĕтĕмпех хыçа юлнă. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр районĕпе 20 пин тонна çĕр улми (1гектартан 151 центнер), 5,4 пин тонна пахча çимĕç (1 гектартан 196 центнер) пухса кĕртнĕ. Çĕр улми туса илессинче малта пыракан технологисемпе усă курса ĕçлекен "АСК-Яльчики" ОООра 270 гектар çинче çитĕннĕ "иккĕмĕш çăкăр" 1 гектартан 270 центнер тухăç панă. Пархатарлă ĕçре палăрнисем вуншарăн, вĕсене савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ уявра саламлани, пушшех, меллĕ пулчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова "Победа" сахал яваплă юлташлăхри Л.Портнова пăру пăхакана тата "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи гараж заведующине Г.Крылова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи В.Квасов механизатора, "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи В.Охотин механизатора, "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Л.Казначеева тĕп бухгалтера, "Победа" сахал яваплă юлташлăхри А.Константинова ĕне сăвакан оператора, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи С.Баймушкин механизатора, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Н.Васильева пăру пăхакан оператора, Г.Авксентьев выльăх-чĕрлĕх пăхакана, район администрацийĕн водительне П.Амурова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене парса чыс турĕ. Ял хуçалăх производствине аталантарассинче пысăк тỹпе хывакан ĕçченсен тепĕр ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Хисеп грамотисем пачĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ сăлтав пулнипе усă курса тирпей-илем кĕртессипе республикăри конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă Елчĕк ял тăрăхне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн дипломне пачĕ. Ырă ята тивĕçни кăмăла çĕклет. Паллах, çакă малашне ыттисене те тăрăшуллă пулма, хавхаланса ĕçлеме хистет. Ял хуçалăхĕнче тата продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Президенчĕн советникĕ, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" ОАОн генеральнăй директорĕ Ю.Попов, "Чувашсетьгаз" ОАОн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, Чăваш Республикинчи патшалăх статистика территори органĕн ертỹçин çумĕ П.Краснов, "Агротехкомплект" ООО директорĕ В.Гаврилов, "Восток" ООО директорĕ Л.Смирнова, "Вăрнарти СОМ завод" ООО директорĕ Ф.Волков, "Поддержка" патшалăх страховани компанийĕн финанс енĕпе ĕçлекен директорĕ Т.Максимова тата ыттисем саламланă. Культурăпа кану центрĕн фойинче ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен куравне жюри членĕсем хак панă. Хăйсен продукцийĕнчен вырăнти пĕчĕк цехсенче çăкăр-булка, кăлпасси пĕçерекен, аш-пăшран ытти тĕрлĕ продуктсене те хатĕрлекен "Прогресс" акционерсен хупă обществине чи лайăххи тесе палăртнă. Килти хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ тĕрлĕ пахча çимĕçрен, аш-пăшран тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе Курнавăш ял тăрăхĕ - иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Уяври концерт программи те пуян, мĕн пурин кăмăлне каймалла пулчĕ. Ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем, культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Туслăх" фольклор ушкăнĕн членĕсем, çĕнĕрен йĕркеленнĕ "Асамат кĕперĕ" вокалпа инструментсен ансамблĕ, Патреккелти халăх хорĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Куракансем репертуарта çĕнĕ юрă-кĕвĕ нумай пулнине асăрхарĕç.


"Елчĕк Ен"
12 ноября 2011
00:00
Поделиться