Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тивĕçсене пурнăçлама условисем çителĕклĕ

 Чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Д.Медведевăн юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалтан чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче паллă тăвакан уяв ятне улăштарнă. Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ умĕн эпир ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕпе В.Волковпа курнăçрăмăр, 10 уйăхра туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки каласа пама ыйтрăмăр: - Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевпех "Транспорт-гараж", "Пасар", "Шырав", "Динамит-баланс" "Контрафакт", "Мăкăнь" тата ытти рейдсемпе операцисем йĕркеленĕ. Асăннă тапхăрта ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем йĕркеленĕ. Профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлама пулăшса пыракансен йышĕ пысăк пирĕн. Çак ĕçре ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсен, халăх дружинин членĕсем пуçаруллă. Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче 96 преступлени тунине тупса палăртнă (иртнĕ çул - 134). Преступленисен шучĕ чакни çĕр-шыв шайĕнче пыракан реформăсен вăхăтĕнче те шалти ĕçсен пайĕ районти йĕркелĕхпе çыхăннă лару-тăрăва вĕçертменнине кăтартса парать. Преступленисене уçса парасси 97,1 процентпа танлашнă. Чылай енĕпе кăтартусем самаях лайăхланнă. Чакнă преступленисен шутĕнче обществăлла вырăнта тунă, йывăр тата уйрăмах йывăр, теприне вĕлерме хăтланнă, вĕлерессипе хăратнă преступленисем. 10 уйăхра мăшкăлласипе çыхăннă пĕр преступлени те регистрацилемен. Çав вăхăтрах вăрлассипе тата çаратассипе пĕрер преступлени ỹснĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Юлашки вăхăтра "кукăр алăллисем" карас телефонсем çине час-часах куç хывни сисĕнет. Телефонсене çынсем ытларах чухне хăйсен тимсĕрлĕхне пула çухатаççĕ. Çанталăк сивĕтнĕ май халăх культура, вĕренỹ, медицина учрежденийĕсене е ытти çуртсене кĕрсен тумтирĕсене гардеробсене хăварать. Çавна май вĕсене тимлĕ пулма, кĕсьесенче укçа-тенкĕ, карас телефонĕ е ытти хаклă япаласем хăварасран асăрханма ыйтас килет. Граждансем официаллă майпа регистрацилемен хĕç-пăшалпа усă курнă е преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Майлă самантпа усă курса саккунсăр майпа хĕç-пăшал упракан граждансене хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе шалти ĕçсен пайне килсе пама ыйтатпăр. Çапла тусан вĕсем административлă е уголовнăй айăплавран хăтăлĕç. Асăннă тапхăрта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çынсенчен 1504 ыйту, тĕрлĕ пăтăрмах пулни çинчен пĕлтернине йышăннă. Çак цифра иртнĕ çулхипе танлаштарсан самай пысăкрах. Çакăнта йĕркелĕх хуралĕ çынсемпе тимлĕрех пулма ăнтăлни куç кĕрет. Çул çитменнисем тунă преступленисем 87,5 процент чакнă. Кунта та профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыни сисĕнет. Паянхи кун çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенинче 19 çамрăк учетра тăрать (иртнĕ çулта - 19). Инспекторсем вĕсен килĕсенче час-часах пулса пурнăç услови-йĕсемпе паллашсах тăраççĕ, воспитани темипе калаçусем ирттереççĕ, ашшĕ-амăшĕпе курнăçаççĕ. Отчетлă тапхăрта ачисене тивĕçлĕ воспитани парасран пăрăннăшăн 56 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă. Кăнтăрлахи, каçхи тата çĕрлехи вăхăтсенче ятарлă рейдсем йĕркелесси те йăлара. Çакăн евĕр рейдсен вăхăтĕнче çĕрле 22 сехет хыççăн урамра çỹренĕ çул çитмен 1 çамрăка тытса чарнă. Çав вăхăтрах çул çитмен пĕр çамрăк эрех ĕçнине тупса палăртнă. Асăннă тĕслĕхсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе административлă протоколсем хатĕрленĕ. Ашшĕ-амăшĕн çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çуллахи вăхăтра 23 сехет, ытти тапхăрта 22 сехет хыççăн вĕсене урамра е обществăлла вырăнта çỹреме чармаллине палăртасшăн. Вĕсен çирĕплĕхне туйманран ĕнтĕ ачасем нумай чухне киревсĕр çул çине тăраççĕ. Кун евĕр тĕслĕхсенче çамрăксем пĕр-пĕринпе пухăнса эрех-сăрапа сăйланнă, е пĕрле пуçтарăнса ытти ялсене çапăçма çỹренĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Шăпах çĕрлехи вăхăтра урамра çỹреме ирĕк панăран Çĕрпỹ районĕнче кăçал тĕрлĕ районти çамрăксем çапăçнă. Çакăн евĕр пăтăрмахсенчен асăрханар, аслисем кĕçĕннисемшĕн яваплă пулар, йăнăшсене ыттисен тĕслĕхĕсем урлă тỹрлетме хăнăхар. Вунă уйăхра район территорийĕнче административлă йĕркене пăхăнман 3019 çынна айăпланă. Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн районти ГИБДД уйрăмĕ 2097 çын тĕлĕшĕпе административлă протокол çырнă, çав шутран 75 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă. Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнчи çулсем çинче 12 инкек пулнă, аварисен вăхăтĕнче пĕр çын вилнĕ, 14-шĕ аманнă. ДТПсен сăлтавĕ - çуран çỹрекенсен тата водительсен дисциплина çуккинче, çул çỹремелли ансат правилăсене пăхăнманнинче. Полици умне лартнă тĕллевсемпе требованисем пысăк. Пирĕн сотрудниксен вĕсене пурнăçлама условисем пур. Шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çуртĕнче ĕçлеме тата халăха йышăнма майсем çителĕклĕ. Çĕнĕ йышши оргтехника, транспорт хатĕрĕсем ĕçе пахалăхлă пурнăçлама пулăшаççĕ.


"Елчĕк Ен"
09 ноября 2011
00:00
Поделиться