Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăсчах пурăннă çурт çинче - Асăну хăми

image #2107Чаплă ентешĕмĕр, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей Вĕренÿ академийĕн академикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков пурăннă пулсан ĕнер 84 çул тултармаллаччĕ. Питĕ шел: Геннадий Никандрович çак куна кĕтсе илеймерĕ - иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анчах ĕçтешĕсем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн Этнопедагогика институчĕн сотрудникĕсем, чăвашлăх ĕçĕнчи юлташĕсем - Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем - çине тăнипе унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Паллă ăсчах пурăннă çурт - тĕп хулари Ленин проспекчĕ, 24 - çинче унăн Асăну хăмине уçрĕç. ЧНК вице-президенчĕ Владимир Иванов профессор ертсе пынă митингра ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов, педуниверситетăн Геннадий Волков ячĕллĕ Этнопедагогика институчĕн директорĕ Людмила Кузнецова, педуниверситетăн психологи факультечĕн деканĕ Михаил Харитонов, тĕп хулари Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи Анисия Игнатьева, Геннадий Никандровичăн шăллĕ Анатолий Волков сăмах илчĕç. Вĕсем 33 çĕр-шыв халăхĕ валли 50 доктор, 250 ăслăлăх кандидачĕ хатĕрленĕ, 900 яхăн ăслăлăх ĕçĕ, 30 яхăн кĕнеке çырнă çын пирки чунне уçса калаçрĕç, вăл тунă ĕçсем те, унăн çутă сăнарĕ те нихăçан та асран тухмĕç терĕç.

Асăну хăмине уçма хутшăннисен шухăшĕпе, Владислав Немцев скульптор ăсчахăн сăнне, характерне ĕненмелле уçса панă.





"Хыпар"
01 ноября 2011
00:00
Поделиться