Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Питĕ хăрушă

Паллă ĕнтĕ, чылай чиртен малтанах хỹтĕленме пулать. Çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ алхаснă вăхăтра чир-чĕр ан ертĕр тесен асăрханмалла. Грипран хỹтĕленсе вакцинаци туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна хăй килĕшнипе кашни çыннах тăваççĕ. Хальхи прививкăсем пулас амăшĕшĕн те, ачишĕн те сиенлĕ мар. Грипп ан ертĕр тесен çын нумай çỹрекен вырăнсене тухмалла мар. Урама тухас пулсан та сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле. Пулас амăшĕсемшĕн грипп уйрăмах хăрушă. Вĕсен организма хỹтĕлекен иммун системи тăхăр уйăх пусăрăнса тăрать, вăйсăррăн ĕçлет. Медицинăра çакна иммуносупресси теççĕ. Йывăр çын хĕрарăма малтанхи уйăхсенче грипп ерсен хырăм ỹкес хăрушлăх пур, каярах ерсен грипп ачан пуç тата çурăм шăммин аталанăвне сиен кỹме пултарать, çуратмалли вăхăт çитеспе ерсен - хырăм ăшĕнчи инфекци чирĕсем пуçланас е менингит, пневмони аталанас хăрушлăх пысăк. Çапах та ку гриппа чирленĕ кашни йывăр çын çакăн пек нуша курасса пĕлтермест. Вĕсем чирĕн чи йывăр форми чухне кăна тĕл пулаççĕ. Ача кĕтекен хĕрарăм вăхăтра врач патне килсе тĕрĕс сиплев витĕр тухсан, вăл хăйне те, пулас ачине те хăрушлăхран хăтарать. Енчен те эсир чирлерĕр пулсан, килтен ан тухăр. Врача киле чĕнмелле. Вырăнпах выртмалла. Пỹлĕме кашни сехетре уçăлтармалла. Йывăр çын хĕрарăмăн ытларах витаминлă апат-çимĕç çимелле. Ал-ура шыçăнмасан морс, компот, улма-çырла сокĕсем нумай ĕçмелле. Вĕсем организмри наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшаççĕ. Паллах, пулас амăшĕсен халăх медицинин мелĕсемпе сипленсен аванрах. Эмелсене вара ỹслĕкпе сăмса юхнисĕр, пыр ыратнисĕр пуçне температура 38 градусран çỹлерех хăпарсан çеç ĕçмелле. Вĕрилентернине ирттерме парацетамол йышши эмелсемпе сипленмелле. Аспирин тата ăна хутăштарса тунă препаратсем ĕçме юрамасть! Ытти эмелсемпе врач хушсан çеç усă курмалла. Сăмса юхсан тинĕс шывне хутăштарса тунă шĕвĕ эмелсем е нафтизин тумлатма юрать, анчах та ку процедурăна ытла час-часах пурнăçламалла мар. Урасене вĕри шыва чиксе ларма юрамасть, мĕншĕн тесен кун пек хырăм ỹкме пултарать. Пыл çини диабет пуçласа яма, хырăмри ачара аллерги аталантарма пултарать. Карланкăна чỹхеме фурацилин растворĕпе усă курма сĕнетпĕр. Аптекăсенче хатĕр раствора сутаççĕ. Унсăр пуçне 1 стакан çине пĕр чей кашăкĕ апат соди янă шывпа пыра чỹхени те питĕ усăллă. Организмăн хỹтĕлев вăйĕсене çирĕплетес тесен тĕрĕс апатланăр, ан шăнăр. Сирĕнпе пĕрле пурăнакансенчен кам та пулин чирлерĕ пулсан сăмсапа çăвара марльăпа хупласа çỹрĕр, чирлĕ çынпа пит хутшăнма ан тăрăшăр. Температура 38,5 градусран çỹле хăпарсан, шатрасем тапса тухсан, хытă ỹслĕк пуçлансан, кунне 6-8 хутран ытла хăстарсан, чĕкĕрттерсен гриппа чирленĕ е шăнса пăсăлнă йывăр çынна тỹрех госпитализацилемелле. Хырăм айĕ ыратма пуçласан тỹрех васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Йывăр çын хĕрарăмăн гриппа шỹтлеме юрамасть, чир вĕлерме те пултарать.


"Елчĕк Ен"
29 октября 2011
00:00
Поделиться