Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пăшăрхантаракан ыйтусене вăхăтра татса памалла

Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Гончаров журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравлать. - 2011 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев "Çамрăк çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" Указне алă пуснă. Çак указ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрсамăр. - Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшас тĕлĕшпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçланать. Президент черетлĕ указа алă пусни çакна тепĕр хут çирĕплетет. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр çĕклеме пулăшакан программăсем республикăра ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ. Паянхи кун яллă вырăнта ĕçлесе пурăнакан сахал мар специалист çурт-йĕр çавăрма, хатĕр çурт е хваттер туянма пултарчĕ. Федерацин "Çурт-йĕр" программин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программи те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çапах та пурнăç асăннă программăсем анчах çителĕксĕррине кăтартса парать. Çавна май Президент çурт-йĕр çĕклессипе çыхăннă чăрмавсене татса пама Правительствăна çĕнĕрен те çĕнĕ майсем шырама хушать. Асăннă указ пулăшнипе çурт-йĕр çĕклекен çамрăк çемьесем патшалăх тивĕçтерекен пулăшупа анлăрах усă курма пултараççĕ. Президентăн указĕпе килĕшỹллĕн, çурт-йĕр туянма е çĕклеме ипотека кредичĕ илекен çамрăк çемьесен процент ставкин пĕр пайне (4 процент) Чăваш Республикин бюджетĕнчен саплаштарать. Пĕр çемье 10 çула 500-600 пин тенкĕлĕх ипотека кредичĕ илме пултарать. - Эконом класлă çурт-йĕр строительствин калăпăшне ỹстерес тĕлĕшпе мĕнле тĕллевсене палăртатăр? - Ку ыйту тавра сахал мар калаçатпăр пулсан та паян "эконом класлă çурт-йĕр" текен конкретлă ăнлав çук. Пирĕн тĕллев - граждансене рынок ыйтакан тĕрлĕ шайри тĕрлĕ планлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси: пысăк хăтлăхлă çурт-йĕр, вăтам хаклă çурт-йĕр тата пысăках мар лаптăклă хваттерсем. Паянхи кун çемьесем ытларах вăтам хаклă 28-30 тăваткал метрлă пĕр пулĕмлĕ хваттерсем туянасшăн. - Çурт-йĕре хута ярассипе ĕçсем мĕнле пыраççĕ? - Çурт-йĕре хăпартас ĕçре иртнĕ çулхипе танлаштарсан уйрăмлăх нумаях мар. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 470 пин тăваткал метр çурт хута янă. Пĕр çын пуçне çурт-йĕр хута ярассипе эпир Раççейĕпе тата Федерацин Атăлçи округĕпе илсен малта пыракан 5 регион шутĕнче. Çапах та пурнăç тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла маррине çирĕплетет. Çывăх çулсенче çурт-йĕр хута ярассине 17-20 процент таран ỹстерме палăртатпăр. - Ипотека кредитне аталантарасси çинче те чарăнса тăрсамăр. - Çурт-йĕр ыйтăвĕ тĕрлĕ категоринчи граждансемшĕн çивĕч. Эпĕ ипотека кредичĕ çинче анчах мар, çурт-йĕр строительствипе çыхăннă пулăшу тĕсĕсем çинче те чарăнса тăрасшăн. Республикăра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата вĕсен çем-йисене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе ĕçлекен программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Черетре тăнă 4000 яхăн çынран паянхи кун тĕлне 3770 çынна яхăн çурт-йĕр туяннă. Питĕ пысăк пулăшу çакă. Сăмах май, 9 уйăхра Елчĕк районне çак тĕллевпе 93,7 миллион тенкĕ уйăрнă, кăрлач-авăн уйăхĕсенче 41 вăрçă ветеранĕ пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хальлĕхе учетра çакăн евĕр 1067 ача тăрать. Çывăх вăхăтрах 334 тăлăх ача пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ. Запасри çар çыннисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Тĕрлĕ категоринчи граждансене çурт-йĕр çĕклеме е туянма май паракан программăсем ăнăçлăн пурнăçланса пынине куратпăр. Çав вăхăтрах граждансен пысăк пайĕ хăйсен укçи-тенкипе е кредитсем пулăшнипе те çурт-йĕрлĕ пулать. Паллах, ипотека кредичĕпе те анлăн усă кураççĕ. Унăн процент тỹлевĕн виçи экономикăри пĕтĕмĕшле лару-тăруран килет. Юлашки вăхăтра процент виçисем чакнине асăрхатпăр. Кризис вăхăтĕнче, вулакан астăвать пулсан, вĕсем палăрмаллах ỹснĕччĕ. Республикăра ипотека кредичĕпе усă курасси ỹссех пырать. Кăçал 3,5 миллиард тенкĕлĕх ипотека кредичĕ пама палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне 3 миллиард тенкине панă та ĕнтĕ. Камсем усă кураççĕ-ха ипотека кредичĕпе? Ипотека кредитне палăртнă тапхăрта палăртнă суммăна тỹлесе татассине çирĕп туякан, паянхи тата ыранхи пурнăçа шанакан çемьесем илеççĕ. Çак тĕслĕх республикăри экономика лару-тăрăвĕ тăнăç пулнине кăтартса парать. Çав вăхăтрах асăннă кредитпа усă куракансен шучĕ ỹсни кризис тапхăрĕ иртни, ĕç укçин виçи ỹсни пирки хыпарлать. Çакă малашлăха шанчăклăн пăхма хистет. - "Çĕнĕ хула", "Финн айлăмĕ", "Богданка"... Асăннă проектсем ăнăçлă пурнăçланĕç тесе шанма пулать-и? - Çурт-йĕр строительствинчи чăрмавсем çинчен калаçма пуçласан эпир чи малтанах çак проектсене палăртатпăр: "Çĕнĕ хула", "Финн айлăмĕ", "Богданка". Вĕсенчен кашнийĕн хăйĕн историйĕ. Программăсене тивĕçлипе аталанма чарнă сăлтавсем çаксем _ экономика кризисĕ, кредит ресурсĕсемпе çыхăннă чăрмавсем тата компани менеджменчĕсен йăнăшĕсем. "Çĕнĕ хула". Çак проект çитес çулсенче пурнăçланасса шанас килет. Хальхи вăхăтра конкурссенче ку ĕçе малалла тăсакан строительство компанийĕсене палăртаççĕ. Çак çĕр лаптăкĕ республика харпăрлăхĕнче юлнине, ку микрорайонта хута янă инженери инфратытăмĕ республикăн тата Шупашкар хулин харпăрлăхĕсенче пулнине те асăнмалла. Пысăк яваплăха хăйсем çине илес текенсем пурри, проект республика тулашĕнчи инвесторсене те илĕртни туйăнать, мĕншĕн тесен кунта строительство ĕçĕсене пурнăçлама питĕ меллĕ вырăн. "Финн айлăмĕ". Ку проект Шупашкарăн, проекта хутшăннă граждансен чун ыратăвĕ. Çапах та проект ура çине çĕнĕрен тăма пуçларĕ. Пĕр çурт хута кайнă, хальхи вăхăтра тата икĕ çурт хăпартаççĕ. 2011 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Федерацин "Тытăнса тăрайманлăх (панкрутлăх) çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕ вăя кĕнĕ. Вăл строительство пайне кĕнĕ участниксемшĕн уйрăм йĕрке палăртать. Арбитраж сучĕ çак проектпа çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕ тата татса парĕ. "Богданка". Хула аталанăвне пысăк витĕм кỹрекен тепĕр проект. Патшалăх контракчĕсемпе килĕшỹллĕн паян кунта инженери инфраструктури объекчĕсен строительстви вĕçленет. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, ыттисене çĕклеме те лаптăксене хатĕрлеççĕ. Харпăрлăхçă подряд организацийĕсене палăртассипе ĕçлет. _ Шупашкарта Сити курăпăр-и? _ Шупашкарсем хăйсен хули пирки сăмах пынă чух ăна Атăлçи тăрăхĕнчи чи хитре хула теççĕ. Кирлĕ-ши пире Сити (пуян банксемпе компанисем вырнаçнă район)? Тавлашуллă ыйту çакă. _ Хĕле хатĕрленесси мĕнле шайра? Федераци центрĕн критикине мĕнле хак паратăр? - Федераци бюджетĕнчен республикăна хушма укçа-тенкĕ пырса кĕнине, республика бюджечĕ те капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама уйăрнине кура эпир 111 çурта тĕпрен юсас ĕçе пуçăнтăмар. Юсав ĕçĕсене хальлĕхе 98 процент пурнăçланă. Асăннă çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕррине çирĕплетекен паспортсемпе тивĕçтерменни пирки эпир Раççей Минрегионне пĕр пытармасăр пĕлтернĕ. - Çул-йĕр тăвас ĕçри çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăрас пулсан... - Республикăра инфратытăма аталантарас тĕлĕшпе çулсеренех сахал мар ĕç пурнăçлатпăр. Яка та тикĕс çул-йĕр - инфратытăмăн пĕр пайĕ. Лайăх çулсем экономика аталанăвне пысăк витĕм кỹреççĕ. Республика территорийĕнчи тĕп çул-йĕре юсассипе 2006 çултанах ăнăçлă ĕçлетпĕр. Çул-йĕр тытăмне аталантарассипе çыхăннă программăна 2025 çулччен йышăннă. Ку енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланă, республика пĕлтерĕшлĕ сахал мар çул-йĕр хута яратпăр, тĕпрен юсатпăр. Тĕслĕх вырăнне "Комсомольски-Елчĕк-Пăва" автоçула юсама пуçăннине, çак ĕç малалла пынине палăртас килет. Юхан шывсем çине кĕперсем хывассипе те тимлетпĕр. Паянхи кун чи пĕлтерĕшлĕ ĕç - Сăр шывĕ урлă кĕпер хывасси. - Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондăн малашнехи шăпи мĕнле-ши? _ Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондăн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтăва татса парассипе Раççей Правительствинче тавлашу пырать. Çак фонд пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине ырă витĕм кỹнине палăртмалла. Анчах та федераци шайĕнче асăннă фондăн ĕçĕ-хĕлĕн срокне чакарасси пирки саккун йышăннă. Хальхи вăхăтра фондăн ĕçлев срокне тăсас, çавна май программăна пурнăçлама каякан тăкаксене саплаштарма бюджетран укçа-тенкĕ уйăрас ыйтусене пăхса тухĕç. _ Çул-йĕр фончĕ çинче те чарăнса тăрсамăр. _ Республика шайĕнчи çул-йĕр фончĕ йĕркеленет. Шел пулин те, паян туянакан автомашинăсене пирĕн çул-йĕр валли кăларманнине асăрхатпăр. Тĕнче шайĕнчи пысăк пахалăхлă çул-йĕр тăвассипе пирĕн чылай ĕçлемелле-ха. Çул-йĕр фондне йĕркелени çак ыйтăва татса парасса шанас килет. Фонда укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен çăл куçсем пур - акцизсем (пулăшу ĕçĕсене хаклатни), налуксем тата ытти те. Прогноз тăрăх, çул-йĕр валли 2012 çулта кăçалхинчен 600 миллион тенкĕ ытларах пулмалла. Лару-тăру ырă енне улшăнасса шанма май пур.


"Елчĕк Ен"
29 октября 2011
00:00
Поделиться