Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыр хыпар ашшĕ-амăшне савăнтарать

Çак кунсенче Елчĕк ялĕнче пурăнакан Алена Витальевнăпа Алексей Владимирович Арбузовсем ывăлĕ çар ретĕнче тăнă çар командованийĕнчен Тав çырăвĕ илчĕç. Тивĕçлĕ ывăл, Тăван Çĕр-шывăн чăн хỹтĕлевçине ỹстернĕшĕн, ăна тĕрĕс воспитани панăшăн тав тунă çырура. Алексей Самар облаçĕнче хĕсметре тăнă. Ытти салтаксемшĕн ырă тĕслĕх пулнă чăваш ачи. Çамрăкранах спортпа туслă пулнă вăл, штанга йăтма кăмăлланă. Шкул вăхăтĕнчех кĕлеткине пиçĕхтерни, физкультура урокĕсенче учительсем хушнине йăлтах пурнăçласа пыни салтакра пысăк пулăшу панине хыпарлать каччă. Çакăн евĕр ырă хыпаршăн кирек хăш ашшĕ-амăшĕ те савăнать паллах.


"Елчĕк Ен"
29 октября 2011
00:00
Поделиться