Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

22 мандатшăн - 222 кандидат

Юрий СТЕПАНОВ.
 Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн ертỹлĕхĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене регистрацилес тапхăр вĕçленчĕ. Пĕрлехи суйлав округĕпе (е урăхла - парти списокĕпе) 5 политика партийĕн ("Пĕрлĕхлĕ Раççей", РФКП, РЛДП, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей", "Раççей патриочĕсем") регион уйрăмĕсем пĕтĕмпе 22 депутат мандачĕшĕн кĕрешме 224 кандидат сĕннĕччĕ. Çак "обоймăран" иккĕшĕ (Олег Абрамович Дельман - РЛДП, Петр Павлович Капиров - "Раççей патриочĕсем") тухса ỹкнĕ. Çапла вара партисен йышĕнчисем 222-ĕн юлнă. Енчен вĕсенчен кам та пулин хăйĕн кандидатурине сирмесен вĕсен хушамачĕсене бюллетене кĕртĕç. Пĕр мандатлă суйлав округĕпе парламент пуканне йышăнас текен сахалрах пулнă - 167-ĕн. ТСКна шăпах çавăн чухлĕ çын документ çитернĕ. Анчах вĕсенчен пурте "ала" витĕр тухайман. 106-шĕ бюллетеньре хăйĕн хушаматне курĕ. 167 çынран 30-шне регистрацилемен, 29-шĕн документсене вăхăтра сĕнмен пирки "çулĕ пỹлĕннĕ", иккĕшĕ хутсене каялла тавăрса пама ыйтнă. Пĕр мандатлă суйлав округĕпе сĕннисенчен "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" - 22, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейĕн" - 22, коммунист-сен - 21, либерал-демократсен - 21, "Раççей патриочĕсен" 5 кандидатне регистрациленĕ, вĕсем пурте баллотировкăна тăнă. Хăйсен кандидатурисене сĕннĕ 62 çынран 17-шне регистрациленĕ, 38-шĕ регистрациленеймен, 7-шĕн документсен пакечĕ тивĕçтермен. Пĕр мандатлă суйлав округĕсене илес тĕк чи нумай кандидатсемлисем - Завод (7 кандидат), Патăрьел, Комсомольски, Тĕп, Хĕвел анăç (6-шар), Улатăр, Куславкка, Муркаш, Винокуров, Шупашкар, Кăнтăр, Кăнтăр-хĕвел анăç, Çĕмĕрле округĕсенче 4-шар кандидат, чи сахалли - Тăвай пĕр мандатлă суйлав округĕ: 3. Асăрханă тăрăх, республика парламентĕнчи вырăнсемшĕн ытларах парти сĕннисем кĕрешĕве тухнă. ТСК халĕ кандидатсене агитаци валли пичет тата электрон кăларăмсенче тỹлевлĕ тата тỹлевсĕр пичет калăпăшĕпе тивĕçтерес, уйăракан вăхăта палăртас тĕлĕшпе ĕçлет.



"Елчĕк Ен"
29 октября 2011
00:00
Поделиться