Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял урамĕсене çĕрле çутатмалла

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин организаци ĕçĕ-хĕлĕ, Елчĕк-ри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Управляющи компани Елчĕкри нумай хваттерлĕ 39 çурта пăхса тăрать. "Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси" республикăри адреслă программăна пурнăçласа кăçал нумай хваттерлĕ 5 çурта тĕпрен юсама палăртнă. Çакăн валли 6720 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Юсав ĕçĕсене "Стройэнергосервис" ООО тата "Теплоэнергосервис" ООО пурнăçлаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене юсаса пĕтернĕ, халĕ çуртсенчи шалти инженери системисене çĕнетеççĕ. Çуртсене юсама, тытса тăма каякан тăкаксем пĕчĕк мар. Апла пулин те хваттерсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлемест. Вĕсен парăмĕсене суд урлă шыраса илеççĕ. Кăçал парăмçăсенчен 150 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ А.Сайкин районта пушар хăрушсăрлăхĕн кăçалхи 9 уйăхри итогĕсемпе паллаштарчĕ. Çак вăхăтра районта 17 пушар пулнă (иртнĕ çулхи 9 уйăхра 22 пушара регистрациленĕ). Пушар вăхăтĕнче 2 çын вилнĕ, 1 çын сусăрланнă. Пушарсен сиенĕ 700 пин тенкĕпе танлашнă. Вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем ытларах (12 тĕслĕх) пурăнмалли çурт-йĕрте пулнă. Кăçалхи 9 уйăхра пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнманшăн юридика сăпатĕнчи 6 çынна, должноçри 68 çынна, 14 гражданина административлă майпа явап тыттарнă. А.Сайкин административлă право кодексĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсен пайĕнчи улшăнусемпе те паллаштарчĕ. Унпа килĕшỹллĕн пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснăшăн тỹлеттерекен штрафсен виçисем ỹснĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов пĕлтернĕ тăрăх кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. 20 гектар çĕр улмине, 23 гектар пахча çимĕçе пуçтарса кĕртмелли юлнă. Çак эрнере вĕсене пуçтарса кĕртеççĕ. Раççей Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Комсомольскинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекци ертỹçин çумĕ Н.Поликарпова налук пуçтарас ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Районти эколог Л.Павлова пĕлтернĕ тăрăх Лаш Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче усă курмалли срокĕсем тухнă пестицидсемпе минераллă удобренисем пуррине тупса палăртнă. Вĕсем упранакан складăн чỹречисене çын кĕресрен кирпĕчпе хупланă, алăкне питĕрнĕ. Пестицидсемпе минераллă удобренисене çывăх вăхăтрах сиенсĕрлетме районтан тиесе тухса каяççĕ. Районти ялсен урамĕсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрассине йĕркелесси пирки иртнĕ канашлурах сăмах хускатнăччĕ. Ял тăрăхĕсен ертỹçисем çак вăхăтра нимех те туман. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин урамсене çутатса тăрассине йĕркелеме хушса хăварчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç.


"Елчĕк Ен"
26 октября 2011
00:00
Поделиться