Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шывпа та тивĕçтереççĕ

"Спутник-1" ООО район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерессишĕн те яваплă. Шывсăр çын пурăнаймасть, вăл куллен кирлĕ. Елчĕкре пурăнакансем сахал яваплă юлташлăхра ĕçлекенсем тăрăшнипе кăçалхи 9 уйăхра 31000 кубла метр таса шывпа усă курнă. Шыв парса тăрасси çуллахи шăрăх вăхăтра та чăрмавсăр пулса пынă. Йăлара усă куракан шыв пахалăхĕшĕн те канăçсăрланаççĕ вĕсем. Çавна май ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăръелĕнчи территори уйрăмĕн специалисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, тупса палăртнă çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерессишĕн тимлеççĕ.



"Елчĕк Ен"
22 октября 2011
00:00
Поделиться