Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççей шайĕнче çĕнтернĕ

Аслă Пăла Тимеш çĕрĕ çирĕп вăй-халлă çынсене - пăхаттирсене нумай çитĕнтернĕ. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн Иссак Портновăн ĕçне малалла тăсакансем те кунта нумаййăн. Аслă Пăла Тимешри "Юман" спорт клубĕн членĕсем, Иноходовсем - шăллĕпе йăмăкĕ - Анатолий тата Любовь Калуга облаçĕнчи Обнинск хулинче çамрăксем хушшинче Раççейре мала тухмалли ăмăртăва хутшăннă. Анатолий 50 килограмлă атлетсем хушшинче ăмăртса юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă, икĕ енлĕ кĕрешỹре 171 килограмм пухнă. Вăл пĕрремĕш хут Раççейри çамрăксем хушшинче чемпион титулне çĕнсе илнĕ. Любовь тепĕр кунне помост çине тухнă, улттăмĕш вырăн йышăннă.


"Елчĕк Ен"
22 октября 2011
00:00
Поделиться