Çуллахи спорт сезонне вĕçлесе пынă май, çăмăл атлетсем районта эстафета ирттереççĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп стадионта пулчĕ. Эстафетăна хутшăнма кăмăл тунă çăмăл атлетсене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Эстафета 7 ушкăнра иртрĕ. Чи малтанах старта район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсем тухрĕç. Кунта экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăнта. Финанс, вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕсем те призерсен йышне кĕчĕç. Ял тăрăхĕсен ушкăнĕнче 7 команда тупăшрĕ. Çирĕклĕ Шăхальсем пĕрремĕш вырăна йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕ - Аслă Елчĕксемпе Курнавăшсем. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен 8 команди эстафетăна хутшăнчĕ. Чи мала шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем тухрĕç. Вĕсенчен кăшт çеç кая юлса "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕн, Елчĕкри тĕп больницăн командисем финиша çитрĕç. Тĕп тата вăтам шкулсенче ĕçлекенсем, вĕренекенсем çулсерен эстафетăна массăллăн хутшăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕç. Тĕп шкулсенче ĕçлекенсенчен Чăваш Тăрăмсем, Кивĕ Эйпеçсем, Кĕçĕн Таяпасем, вăтам шкулсенчен Курнавăшсем, Елчĕксем, Çирĕклĕ Шăхальсем палăрчĕç. Тĕп шкулсенче вĕренекенсем хушшинче Кĕçĕн Таяпасен пĕрремĕш команди мала тухрĕ. Хăвăлçырмасемпе Чăваш Тăрăмсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсенче вĕренекенсенчен Елчĕкри пĕрремĕш команда çĕнтерчĕ. Призерсен йышне Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем те кĕчĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсем, призсем парса чысларĕç. Сăн ỹкерчĕкре: çăмăл атлетсем эстафетăра.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.