"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ кашни çулах хăйĕн парнисене çĕнсе илессишĕн икĕ ăмăрту йĕркелет: çăмăл атлетсен çурхи кросне тата кире пуканĕ йăтассипе йывăр атлетсен кĕркуннехи турнирне. Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ кăçал юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШ çуртĕнче иртет. Спортсменсем çак виçесенче тупăшаççĕ: 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрсем - 53 кг, 58 тата 58 кг йывăртарах (16 кг кире пуканĕ); 1996 çулта тата унтан каярах çуралнă хĕр ачасем 53 кг тата 53 кг йывăртарах виçесенче (12 кг кире пуканĕ); 1994-1995 çулсенче çуралнă каччăсем 58, 63, 68, 73, 78, 85 кг тата 85 кг йывăртарах виçесенче (24 кг кире пуканĕ); 1996 çулта тата унтан каярах çуралнă арçын ачасем 53, 58, 63, 68 кг тата йывăртарах виçесенче (16 кг кире пуканĕ); 1992 çулта çуралнă тата унтан аслăрах арçынсем 68, 78, 85 кг тата 85 кг йывăртарах виçесенче (24 кг кире пуканĕ); 1993 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсем абсолютлă виçере (16 кг кире пуканĕ). Командăсен тупăшăвне тĕп шкулсем, вăтам шкулсем, физкультура коллективĕсем хушшинче палăртаççĕ. Мала тухнă спортсменсене "Елчĕк ен" хаçата 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Анчах 1992, 1993 çулсенче çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе арçынсен тупăшăвĕнче çитĕннисен иккĕмĕш спорт разрячĕн нормативĕсене, 1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче çитĕннисен виççĕмĕш спорт разрячĕн нормативĕсене тултарнине шута илеççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.