Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унпа мăнаçланмалăх пур

Пирĕн çын умĕнче мăнаçланмалли çынсем пурах çав. Вĕсенчен пĕри Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ, тĕнчипе палăрнă Волковсен вăталăх ывăлĕ - Анатолий Никандрович юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, врач-хирург, "тухтăрсен тухтăрĕ", тĕпчевçĕ хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ пархатарлă ĕç туман-ши, миçе çĕр çынна вилĕмрен хăтарса хăварман-ши? А.Н.Волковăн сăваплă ĕçĕ-хĕлĕпе еткерĕ чăваш историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлма тивĕçлĕ. Пăятам пĕверпе аптăраса ỹксен А.Волков профессор вăхăтлă пулăшу пачĕ, операци турĕ. Ун хыççăн вăл тата 13 çул пурăнчĕ. Хăй вара операци тунă кунран тытăнса яланах Анатолий Никандрович ятне аса илетчĕ. "Мĕн тери чаплă тухтăр, мĕн тери ырă кăмăллă, тарават чăваш вăл, ăна Турă пулăшса пытăр", - тетчĕ. А.Волков хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне, вун-вун çамрăка вĕрентнĕ, общество ĕçне те хастар хутшăннă, темиçе кĕнеке пичетлесе кăларнă. Эпĕ унăн "Мĕншĕн çăлтăр ỹкет-ши" кĕнекине вуласа тухсан, вăл чăннипех те мухтавлă ентеш пулнине тепĕр хут ĕнентĕм. Анатолий Никандрович çамрăк хирургсене, аспирантсене ăсталăх пухма пулăшнисен шучĕ те çук. Вăл гастроэнтерологипе çыхăннă чи кăткăс операцисем ирттернипе палăрнă. 1973 çулта медицина наукисен докторĕн ятне тивĕçнĕ. Хырăмлăхри тĕрлĕ органсене сиплес енĕпе пирĕн ентеш - çĕр-шывра пысăк авторитет, нумай енлĕ специалист. Унăн тĕпчев ĕçĕсем, çĕнĕ меслечĕсем темиçе хутчен те пысăк хаклава тивĕçнĕ. Мĕн каласси, вăхăт иртет. Халăх асĕнче вара пархатарлă ĕçре пиçĕхнĕ çынсем юлаççĕ. Хисеплĕ, мухтавлă ентешĕмĕре юбилей ячĕпе вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, ырăлăх, сывлăх пултăр. Сиплевçĕ, çыравçă пулма Турă пỹрнĕ ăна. Вăл сăвăсем те сахал мар çырнă. Унăн пĕр сăввинчи йĕркесем ялан асра: "Сап-сарă çулçăсем вĕçеççĕ, каллех кун-çулăма виçеççĕ..."


"Елчĕк Ен"
15 октября 2011
00:00
Поделиться