Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ушкăнра - вăй

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен районта "Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер" акци иртнĕ. Предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çак тапхăрта малтан палăртнă вырăнсенче пурĕ 7800 тĕп тĕм-йывăç лартса хăварнă. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă "Комбайн", "Арланово", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсем тата Кушкăри шкул çак ĕçе уйрăмах тĕплĕн тата яваплăха туйса хатĕрленнине палăртма кăмăллă. Асăннă коллективсем пуринчен малтан ĕçе пикенни те ыттисемшĕн тĕслĕх пулчĕ. Ушкăнра - вăй, пысăк эртелпе тухса вĕсем кĕске вăхăтрах 410 тĕп йывăç лартса хăварма пултарнă. Иртнĕ эрнере Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, çав шутра район администрацийĕн ĕçченĕсем те Йывăç кунне хастар хутшăннă.


"Елчĕк Ен"
12 октября 2011
00:00
Поделиться