Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Илемлĕ тавралăх ĕçлеме хавхалантарать

Тасатакан сооруженипе канализацин, таса шывпа тивĕçтерес ĕçе йĕркелесе пыракан "Спутник-1" ОООра ĕçлекенсем те Йывăç кунне пурте пĕр çын пек пулса хастар хутшăнчĕç. Василий Чернов директор палăртнă тăрăх 2010 çулта йĕркеленнĕ организацин территорине иртнĕ кĕркунне те тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене чылай лартса хăварнă. Вăхăтлă шăварса тата лайăх пăхса тăнине пула вĕсем пурте вăй илнĕ. Çуркунне территорие тирпей-илем кĕртнĕ, тасатса тирпейленĕ хыççăн çулсен хĕррипе чечексем лартса тухнă. Çеçке çуракан тĕрлĕ чечексем çак вăхăтченех килен-каян çынсен куçĕсене илĕртеççĕ. Иртнĕ шăмат кун вара, çанталăкĕ те уяр, хĕвеллĕ пулчĕ те, кунта ир пуçласа мĕн каç пуличченех хĕрỹ ĕç шавĕ тăчĕ. "Спутник-1" ОООра ĕçлекенсем хальхинче территори тулашĕнчи ирĕклĕ лаптăка 55 тĕп йывăç лартса хăварчĕç. Хунавсене качака-сурăх кăшласа сиенлесрен асăрханса çав кунхинех сеткăран карта тытса çавăрма та ĕлкĕрчĕç. Сăн ỹкерчĕкре: "Спутник-1" ОООра ĕçлекенсем йывăç лартаççĕ.



"Елчĕк Ен"
12 октября 2011
00:00
Поделиться