Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кандидатсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчи суйлава хутшăнма ирĕк пур партисем хăйсен конференцийĕсенче Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсен хушамачĕсене тĕплĕ тишкерсе çирĕплетрĕç. Парти списокĕпе каякансен тата пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе суйланакансен списокĕсене Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне хальлĕхе партисен регионти тăватă уйрăмĕ çитернĕ. ТСК сĕннипе малтанхи тăватă партин докуменчĕсене, тĕрĕсрех, вĕсен кандидачĕсем çинчен калакан хутсен чăнлăхĕпе тĕрĕслĕхне, патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем тĕпчеççĕ. Депутат мандачĕшĕн кĕрешекенĕн пурлăхне, тупăшне, биографине, гражданлăхне тата судпа айăпланнине е таса пулнине тĕрĕслеççĕ. ТСК политика партийĕсен регионти тăватă уйрăмĕн списокне йышăннă, тĕрĕслев витĕр тухнисене çирĕплетнĕ. "Раççей патриочĕсем" партин регионти уйрăмĕ пĕрлĕхлĕ суйлав округĕпе (е урăхла - парти списокĕпе) - 36, пĕр мандатлă округпа 17 кандидата сĕннĕ. Коммунистсен списокĕнче - 47 тата 22 кандидат хушамачĕ. "Яблоко" партин уйрăмĕ ЧР Патшалăх Канашне депутата 19-мĕш пĕр мандатлă Кăнтăр-Хĕвеланăç суйлав округĕпе суйланма пĕр çынна кăна сĕннĕ. РФЛД партин уйрăмĕ суйлава тулли квотăпа (парти списокĕпе - 47, пĕр мандатлă суйлав округĕпе - 22 кандидат) хутшăнма тĕллев тытнă. Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" партин регион уйрăмĕн конференцийĕ ĕçленĕ. Парти списокĕпе - 47, пĕр мандатлă суйлав округĕпе 22 кандидат сĕннĕ. Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутатне пĕр мандатлă суйлав округĕпе суйланма кандидатсем сĕнесси малалла пырать. Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне пĕр мандатлă 21 округпа кĕрешĕве тухакан 50 кандидат хушамачĕ паллă. Кандидатсен докуменчĕсене ТСКра йышăнасси юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 18 сехетре вĕçленет. ТСК çавăн пекех суйлава хатĕрленсе 1176 суйлав комиссийĕ туса хунă, вĕсенчен 16-шĕ çынсем вăхăтлăх пулакан вырăнсенче (СИЗО, больница т. ыт. те) ĕçлĕç. Урăх çĕрте сасăлама ирĕк паракан (открепительное) 65 пин удостоверени пичетлеме йышăннă. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашне парти списокĕпе тата пĕр мандатлă суйлав округĕпе суйланакан кандидатсен списокĕсене Тĕп суйлав комиссине çитерчĕ. "Регион уйрăмĕ суйлав кĕрешĕвне тухма хатĕр, - пĕлтерчĕ регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский. - Пирĕн тĕллев - Патшалăх Канашĕн 44 депутат мандатĕнчен 30-шне, Патшалăх Думин 3 мандатне тивĕçесси..." ТСК кандидатсен списокне тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн асăннă партин регион уйрăмне суйлава хутшăнма ирĕк пачĕ.


"Елчĕк Ен"
08 октября 2011
00:00
Поделиться