Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Фермерсене пулăшаççĕ

ЧР Ял хуçалăх министерстви "Фермер ĕçне пуçăнакансене 2012-2014 çулсенчи тапхăрта пулăшасси" тĕллевлĕ программа хатĕрлет, унта патшалăх пулăшăвĕн çак енĕсене палăртма шутланă: - фермер хуçалăхĕсем йĕркелекенсене çĕр туянма, инженери сечĕсемпе çыхăнма, ял хуçалăх объекчĕсене тăвассинче проектпа смета документацийĕсем хатĕрлеме грантсем уйăрма; - ял хуçалăх техникипе оборудовани, выльăх-чĕрлĕх туянма илнĕ кредита татма субсиди пама; - фермер ĕçне пуçăнакансене çурт-йĕр тума грантсем уйăрма. Унсăр пуçне, 2012 çулта фермер хуçалăхĕсене пай çĕрĕсене харпăрлăха илнĕ чухне федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра ведомствăн "2012-2014 çулсенче фермер хуçалăхĕсен никĕсĕ çинче çемье фермисене аталантарасси" тĕллевлĕ программине те ĕçе кĕртме хатĕрлеççĕ. 2012 çултан тытăнса выльăх-чĕрлĕх фермисем тума, вĕсенче реконструкци, модернизаци ĕçĕсене пурнăçлама, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем тума, ăратлă выльăх, тĕрлĕ техника, оборудовани туянма та субсиди, кредит уйăрма палăртаççĕ. Çак условисем пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен ыйтса пĕлмелле. Мĕншĕн тесен ку чухне кирлĕ документсене халех хатĕрлесе çитермелле.


"Елчĕк Ен"
05 октября 2011
00:00
Поделиться