Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ватăсене сума сумалла

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Левый ертсе пынă. Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри вырсарни кун Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ _ 2011 çул" çăмăл атлетсен районти чупăвĕ мĕнле иртни çинчен пулчĕ. Ăна Л.Левый пĕтĕмлетрĕ. Ытти çулсенче çакнашкал чупăва чупма юратакансене пĕтĕм районтан пуçтарса Елчĕкре йĕркеленĕ. Кăçал вара кроса ял тăрăхĕсен тĕп ялĕсенче ирттерни вырăнлă пулни курăннă. Мĕншĕн тесен транспорт тăкакĕсем те чакаççĕ, вырăнти халăха çак пысăк пĕлтерĕшлĕ физкультура мероприятине анлăрах явăçтарма май парать. Кашни ял тăрăхĕнче унта çĕр-çĕр çын пуçтарăннă, хăйĕн вăй-халне тĕрĕслесе пăхнă. Елчĕкре ирттернĕ чупăва ытларах шкул ачисем хутшăннă пулин те дистанцисене вăй питти тата пенси çулĕсене çитнĕ çынсем йышлă тухни курăнчĕ. Леонард Васильевич 2011 çулхи наци кросĕ йĕркеллĕ иртнипе пĕрлех хĕлле йĕлтĕрçĕсен кросне лайăх хатĕрленесси пирки те сăмах пуçарчĕ. Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче _ юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта ялсен территорийĕсене, предприятисемпе организацисен йĕри-таврашĕсене çỹп-çапран тасатмалли, тирпей-илем кĕртмелли, йывăçсемпе тĕмсем лартмалли уйăхлăх пырать. Çак тапхăртах, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче _ юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, "Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер" ятпа Йывăç кунĕсем ирттерме палăртнă. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый йышăнăвĕпе кăларнă мероприятисен планĕпе, ял тăрăхĕсем пурнăçлакан ĕçсемпе район администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л.Павлова паллаштарчĕ. Лаш Таяпа, Курнавăш, Елчĕк ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертỹçисем экологи уйăхлăхĕнче пурнăçламалли ĕçсем пирки каласа пачĕç. Канашлура çуркунне лартса хăварнă йывăçсене упрас, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче срокĕсем тухнă минераллă удобренисене, хими им-çамĕсене, юрăхсăр иллюминаци ламписене утиле леçес ыйтусене те хускатрĕç. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ _ Ваттисен кунĕ çывхарса килет. Хальхи вăхăтра районта "Ваттисене чыс та мухтав" акци тата ытти мероприятисем иртеççĕ. Çакăн çинчен халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ И.Аникина каласа пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ваттисен кунне халалланă уява Лаш Таяпа тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче хутшăнать. Çакнашкал уявсем кашни ял тăрăхĕнчех иртеççĕ. Вĕсене те ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсем хутшăнаççĕ. Культура, вĕренỹ тата ытти учрежденисенче те ваттисен кунне халалланă мероприятисем йĕркелеççĕ. РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева "Ваттисене чыс та мухтав" акци вăхăтĕнче туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Улăп" ФОКра ветерансем хушшинче шывра ишессипе ăмăрту йĕркелеме палăртнă. Ваттисен кунĕ тĕлне управлени пенсионерсене интереслентерекен хыпарсен буклетне хатĕрленĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ П.Тремасов пĕлтернĕ тăрăх районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улмин 32 процентне, кукурузăн 89 процентне пухса кĕртнĕ, кĕрхи çĕртме сухи тăвассине 60 процент пурнăçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Левый ял хуçалăх предприятийĕсен, ял тăрăхĕсен ертỹçисене ял хуçалăх ĕçĕсене хăвăрт-латма хушса хăварчĕ, Елчĕкри пасара ял хуçалăх продукчĕсем илсе тухса сутассине лайăхрах йĕркелеме сĕнчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.


"Елчĕк Ен"
28 сентября 2011
00:00
Поделиться