Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Укçа-тенкĕ уйăраççĕ

М.ПАТШИНА, ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист.
РФ Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви "Об утверждении финансового обеспечения в 2011 году предупредительных мер по сокращению производственного травматизма и профессиональных заболеваний работников и санаторно-курортного лечения работников, занятых на работах с вредными и(или) опасными производственными факторами" приказ кăларнă. Обязательнăй соцстраховани тỹлевĕн пĕр пайне производствăри инкексенчен тата професси чирĕсенчен сыхланма уйăраççĕ. Укçа-тенкĕ ĕç условийĕсене кура ĕç вырăнĕсене аттестацилеме, ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пурнăçлама, ĕç сыхлавĕпе вĕренỹ йĕркелеме, работниксем валли ятарлă тумтир, атă-пушмак, уйрăм çынсем валли сыхлав хатĕрĕсем туянма, санаторисемпе курортсенче сипленме каять. Çавăн пекех ĕçлекенсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма, ятарлă апат-çимĕç туянма, ĕçе пуçăнас умĕн тĕрĕслев ирттерме те укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çак тĕллевсене пурнăçлама обязательнăй соцстраховани фондне тỹлеме каякан тỹлевĕн 20 процентĕнчен кая мар каять.



"Елчĕк Ен"
28 сентября 2011
00:00
Поделиться