Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуçламăшĕ - ăнăçлă

Аслă Елчĕкри Геннадий Афанасьев мал ĕмĕтлĕ, çирĕп кăмăллă, мĕн шутланине пурнăçлакан çын. Хăйĕн фермер хуçалăхне йĕркелесе ярасси пирки те вăл малтанах ĕмĕтленнĕ. Кăçал вара пуçласа ĕçе пикеннĕ: 5 гектар çинче çĕр улми лартса хăварнă, кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акма та самай пысăк лаптăк уйăрнă. Çĕр ĕçченĕн ĕçри ăнăçлăхĕ çанталăк условийĕнчен нумай килет, çавна май ял çынни çу каçипе тăрăшса ĕçленин кăтартăвĕсене кĕркунне тин тивĕçлипе хаклатпăр. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал кĕр мăнтăр килчĕ. Геннадий Афанасьев пуçарнă ĕç те малтанхи çулхинех ăнăçлăхпа савăнтарчĕ. Çĕр улми уйрăмах тухăçлă çитĕннĕ. Ăна пухса кĕртме фермер ял çыннисене явăçтарчĕ, хире куллен 20-25 çынран кая мар ĕçе тухрĕ. Ĕçлеме пултаракан вăй питти çынсене те шырамалла пулман. Вĕсем хăйсемех фермер патне ĕç ыйтма пынă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри отпускра, вăхăтпа усă курса хушма укçа ĕçлесе илесшĕн, теприсен вара ĕçĕсем çук. Тỹлевĕ те тивĕçтерет - ĕçленĕ кашни куншăн çав кунхинех татăлса пынă. Нихăшĕ те кăмăлсăр юлман. Çапла майпа уяр çанталăкра пĕрлехи вăйпа кĕске вăхăтрах çĕр улмине пухса кĕртнĕ. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк хыççăн уйрăм хуçалăхпа пурăнакансенчен нумайăшĕ тухăçлăха ỹстерес тĕллевпе "иккĕмĕш çăкăрăн" вăрлăхне çĕнетет, улăштарать. Фермер тухăçлă çĕр улми пухса кĕртни çинчен хыпар яла сарăлнăранпа ун патне вăрлăх туянма çынсем Аслă Елчĕкрен анчах мар, ытти ялсенчен те кашни кунах килеççĕ. Уйри кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха. Уяр кунсемпе усă курса кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре кăлармалла... Сăн ỹкерчĕкре: Геннадий Афанасьев фермер, Николай Чуманов механизатор - вăл копалкăпа çĕр улми кăларать.


"Елчĕк Ен"
28 сентября 2011
00:00
Поделиться