Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăçне те лартмалла, тирпейлемелле

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Л.Левый хушăвĕпе районта пурăнакансене экологи воспитанийĕ парас, санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çирĕплетес, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартас тĕллевпе массăллă мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртнă. Унта ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем, мĕнле харпăрлăхра тăнине пăхмасăр, пурин те хутшăнмалла, пуçарулăх кăтартмалла. Ялсен территорийĕсене хăтлăх, тирпей-илем кĕртессине авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 19-мĕшĕччен пурнăçлама палăртаççĕ. "Йывăç ларт тата ăна упра" акци те пуçланать. Çак ĕçе авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен йĕркелесе ирттереççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисене, мĕнле харпăрлăхра тăнине пăхмасăр, çак ĕçсене пурнăçлама хушнă: _ тăван тавралăха хăтлăх, тирпей-илем кĕртессипе ушкăнпа тухса ĕçлемелле; _ предприятисен территорийĕнче вырнаçнă усă курман производство объекчĕсене йĕркене кĕртмелле; _ ирĕк илмесĕр уçнă свалкăсенчен хăтăлмалла; _ масарсен территорийĕсене йĕркене кĕртесси çине тимлĕх уйăрмалла; _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин тапхăрĕнчи пулăмсемпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асăну хăмисене, паллă вырăнсене вăхăтра юсаса тирпейлессине кирлĕ шайра йĕркелесе пымалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, должноçри яваплă çынсен, коммуналлă, ведомствăллă тата уйрăм çуртсенче пурăнакансем территорисенчи урамсене тирпей-илем кĕртессине, санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çирĕплетессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçлани çинчен юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне район администрацине информаци тăратмалла.


"Елчĕк Ен"
28 сентября 2011
00:00
Поделиться