Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Айăплисем тивĕçлипе явап тытаççĕ

Прокуратура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе организацисем, учрежденисем, общество тата политика организацийĕсем, должноçри çынсем саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесси, çынсен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлесе тата асăрхаса тăрасси, преступноçа хирĕç кĕрешнĕ май право хуралĕн органĕсен ĕçне координацилесси, çынсен çырăвĕсене тишкересси тата ытти те. Прокуратура ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти тĕрлĕ ыйту тавра калаçу пуçартăмăр Елчĕк районĕн прокурорĕпе - юстицин кĕçĕн советникĕпе В.А. Николаевпа. - Район территорийĕнчи криминаллă лару-тăру çинче чарăнса тăрсамăр, Василий Анатольевич. - Граждансене хỹтлĕхпе тивĕçтересси - пирĕн тĕп ĕç. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни пур сферăнах асăрхаса тăма май парать. Кăçалхи çур çулта районта саккуна пăснă 669 тĕслĕхе шута илнĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 634), çав шутран 47 ĕçне хирĕçленĕ (иртнĕ çул - 66), 373 (351) тавăçпа заявлени, 206 (188) представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухса 159 (120) çынна дисциплина енчен явап тыттарнă. Пĕрремĕш çур çулта район прокуратури суда 373 тавăçпа заявлени, пурĕ 1497 пин тенкĕлĕх, тăратнă. Пĕлтĕр вĕсен шучĕ 361 пулнă (5487 пин тенкĕлĕх). Суд пĕтĕм тавăçа тата заявление пăхса тухса пурне те тивĕçтернĕ. Граждансен интересĕсене хỹтĕлесе прокуратура ĕçченĕсем 372 (1497 пин тенкĕлĕх), çав шутран работниксен ĕçлев прависене хỹтĕлесе 350 (1397 пин тенкĕлĕх ) искпа заявлени тăратнă. Суд вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Сăмах май, прокуратура ĕçченĕсем районти предприятисемпе организацисенче, тĕрлĕ учрежденисенче тăрăшакансен ĕçлев прависене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ, йĕркене пăсакансене тивĕçлĕ айăплав тăратаççĕ. Сăмахран, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ĕçлев саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ чух йĕркене пăхăнман тĕслĕхе тупса палăртнă. Раççей Федерацийĕн Ĕçлев кодексĕн 80 статйинче палăртнă требованисене пăхăнмасăр ĕç паракан ĕçченпе çырнă ĕç килĕшĕвне М. ĕçрен тухасси пирки çырнă заявление алла илнĕ хыççăн 2 эрне иртичченех пăрахăçланă. Çавăн пекех ĕç паракан Ĕçлев кодексĕн 80, 84.1 статйисене пăхăнманнине, ĕçчене юлашки кунĕнче ĕç кĕнекине тата ĕçпе çыхăннă ытти документсене паманнине палăртнă. Ĕç паракан ĕç кĕнекине килсе илмеллине пĕлтерсе уведомлени тăратман. Ĕçлев килĕшĕвне саккунсăр майпа пăрахăçласа ĕçрен кăларнă М.-на каялла ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе прокуратура суда тавăç тăратнă, М.-на шкула çĕнĕрен ĕçлеме илнĕ. Черетлĕ тĕрĕслевсен вăхăтĕнче çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр е тăлăха тăрса юлнă ачасен кил-çурт прависене пăснине тупса палăртнă. Курнавăш ял тăрăхĕнче иртнĕ тĕрĕслев çакна кăтартса панă - 4 ачан ашшĕ-амăшне 1998 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕк район сучĕ ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă пулнă. Асăннă çул çитмен ачасене пурăнмалли пỹлĕмсемпе тивĕçтерменрен район прокуратури Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхне ачасене хваттерпе тивĕçтерме хистеме ыйтса суда 4 тавăç тăратнă, суд вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. - Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлесси яланах чи малтан пурнăçламалли тĕп ыйтусен шутĕнче. Вĕсем пирки йышăннă саккунсем районта туллин пурнăçланса пыраççĕ-и? - Кăçалхи 6 уйăхра район прокуратури çул çитмен ачасемпе тата çамрăксемпе çыхăннă саккунсене пăхăнман 88 тĕслĕх тупса палăртнă. Çул çитменнисен ирĕкĕсене хỹтĕлесе суда 10 тавăçпа заявлени (пурĕ 3 пин тенкĕлĕх) тăратнă. Прокурор йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 8 çынна административлă майпа явап тыттарнă, çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе çыхăннă саккунсене пăхăнманшăн 49 асăрхаттару тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 45 айăплă çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. - Юлашки вăхăтра право хурал ĕçченĕсем çĕр-шывра, республикăра, районта коррупцие хирĕç вирлĕн кĕрешнине туятпăр. Çак темăна Д.Медведев Президент Раççей шайĕнчех çĕклерĕ, "Раççей, малалла!" Çырăвĕнче коррупцие хирĕç çивĕч кĕрешмеллине палăртрĕ... - Çапла. "Взятка илесси, вăрăлăх, ăспа тата чунпа кахалланни, ĕçкĕпе иртĕхни вара - пирĕн йăласене хур кỹрекенсем", - тесе палăртнăччĕ Президент. Район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă Наци планне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тивĕçлипе ĕçлесе пырать. Коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пурнăçласа районта час-часах тĕрĕслевсем йĕркелетпĕр. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче саккуна пăснă 37 тĕслĕх (иртнĕ çулхи ултă уйăхра - 30) тупса палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтерме хушса район прокуратури 8 тавăç, 27 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 35 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Прокуратура йышăнăвĕпе 1 çынна административлă йĕркепе айăпланă, федерацин "Раççей прокуратури çинчен" саккунĕн 9.1 статйипе килĕшỹллĕн 1 требовани йышăннă, РФ УПК 37 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн 1 материал ярса панă. Тĕрĕслев результачĕсемпе "Свобода" ЯХПК председателĕ тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Должность полномочийĕсемпе киревсĕр усă курнине, çав полномочисен картинчен тухнине хирĕç уйрăмах тимлесе ĕçлеме тивет. Прокуратура ĕçченĕсем тĕрĕслевсен вăхăтĕнче çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет службисем çинчен калакан саккунсене пăхăнман 10 тĕслĕхе тупса палăртнă, 10 асăрхаттару тăратнă, должноçри 23 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн " О размещении заказов на поставку товаров, выполнение работ и оказание услуг для государственных и муниципальных нужд" саккунĕн 9 статйинче палăртнă йĕркесене пăхăнманшăн, 2009 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнчи 11 номерлĕ контракчĕ çумне хушса çырнă соглашение алă пуснăшăн Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин тĕлĕшĕпе РФ КоАП 7.32 статйин 2 пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, 20 000 тенкĕ штраф тỹлемелле тунă. Асăннă ĕç пирки эпир маларах та хаçатра пĕлтернĕччĕ. Чăваш Республикин Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ Элекçей Тимеш ялĕнчи автоçула тума шаннă "Дорсервис" ООО директорĕн Жестянкинăн ултавлă ĕçĕсемпе çыхăннă материалсене тĕрĕсленĕ хыççăн, кăçал нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче директор тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 4 пайĕнче пăхса хăварнă преступление тума пултарнă тесе уголовнăй ĕç пуçарнăччĕ. Çак ĕç çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар. 2009 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче "Дорсервис" ООО директорĕ В.Жестянкин Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Сайкинпа Элекçей Тимеш ялĕнчи Завод тата Тĕп урамсенчи çулсене сарма килĕшỹ тунă. Жестянкин килĕшỹре палăртнă условисене пурнăçламасса пĕлсе тăрсах, бюджет укçипе ултавлă майпа усă курас тĕллевпе, шанăçпа усă курса çулсене тумасăрах пурнăçланă ĕçсене йышăннине çирĕплетекен суя актсем хатĕрленĕ. Елчĕк ял тăрăхĕ "Дорсервис" ООО расчет счечĕ çине 4 329 000 тенкĕ куçарнă хыççăн Жестянкин служба вырăнĕпе сĕмсĕррĕн усă курса укçа-тенкĕпе хăй пĕлнĕ пек усă курнă, çавна май республикăри тата вырăнти бюджетсене уйрăмах пысăк виçеллĕ тăкак ( пурĕ 4 329 000 тенкĕ) кỹнĕ. Айăпли, паллах, тивĕçлипе явап тытать.



"Елчĕк Ен"
28 сентября 2011
00:00
Поделиться