Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çуран чупакансен уявĕ

Вырсарни кун Елчĕк районĕнче пурăнакансем "Наци кросĕ-2011 çул" программипе старта тухрĕç. Районти йĕркелỹ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ чупусене пĕтĕмпе 1100 ытла çын хутшăнчĕ. Юлашки вăхăтра çанталăк çумăрлă тăнăран çуран чупма юратакансем çак куна пысăк шанăçпа кĕтрĕç. Çанталăк вĕсене улталамарĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăнтăрла район центрĕнчи тĕп лапама йышлăн пуçтарăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсене, шкул çулне çитмен ачасене, çитĕннисемпе ветерансене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Левый, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова çуран чупакансен кунĕ ячĕпе саламларĕç, хаваслă кăмăл-туйăм, кашни участника дистанцие ăнăçлă чупса тухма ырă сунчĕç. Сăмах май, вĕсем район центрĕнчи предприятисемпе организацисен ертỹçисен ушкăнĕпе пĕр çухрăмлă дистанцие ăнăçлă чупса тухрĕç. Кунтах шкул çулне çитмен ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, кĕçĕн классенчи ачасем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Предприятисемпе организацисен ертỹçисен ушкăнĕнче А.Воробьева, В.Чувайкина, Л.Васильева, арçынсенчен П.Тремасов, И.Егоров, Н.Петров мала тухрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче М.Антонова, Е.Ишмуратова, О.Корнилова, арçын ачасенчен П.Галкин, С.Борисов, А.Куприянов палăрчĕç. Иккĕмĕш ушкăнра вăй виçнĕ 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем тата 45 çултан иртнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем икĕ çухрăмлă дистанцире вăй виçрĕç. Шкул ачисем хушшинче К.Борисова, В.Цыганова, А.Арбузова, арçын ачасенчен А.Егоров, С.Лукиянов, В.Викторов, хĕрарăмсенчен В.Немцева, Т.Петрова, Л.Капламова, арçынсенчен В.Егоров, В.Кучков, В.Чернов мала тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн аслă класĕсенче вĕренекенсен тата 45 çула çитичченхи арçынсемпе хĕрарăмсен чупăвĕ виçĕ çухрăма тăсăлчĕ. Йышĕпе те ушкăн чи пысăкки пулчĕ. Финиша хĕрсенчен Е.Виссарионова, Н.Афанасьева, Е.Васильева, каччăсенчен Ф.Горшков, А.Леонтьев, А.Захаров, хĕрарăмсенчен А.Быкова, А.Тябукова, Н.Седова, арçынсенчен А.Миллин, И.Кучков, Н.Карамаликов чи малтан çитрĕç. Кашни ушкăнра çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç пулин те нумайăшĕ дистанцие хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма тухрĕ. Тен, çакăн хыççăн вĕсем вăй-халĕсене çирĕплетме пушă вăхăтра çуран чупма тухĕç. Чылай çынпа калаçнă хыççăн вĕсем малашне çакнашкал чупăва хăйсен пурнăç йĕркине кĕртес шухăшлине палăртрĕç. Наци кросĕн чупăвне район администрацийĕнчен, районти тĕп больницăран, "Улăп" ФОКран, газ участокĕнчен çуран чупакансем йышлăн килнĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул йышĕпе чи пысăкки пулчĕ. Кунтан чупăва класĕ-класĕпе, вĕрентекенсемпе пĕрле килнĕ. Наци кросĕнче мала тухнă çăмăл атлетсене Хисеп грамотисем, "Наци кросĕ-2011 çул" логотип ỹкернĕ футболкăсем парса чыс турĕç. Чупу вăхăтĕнче культура работникĕсем тĕп лапама килнĕ çынсене савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Вырсарни кун кашни ял тăрăхĕнчех çăмăл атлетсен массăллă чупăвĕсем иртнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнче çак кун 218 çын старта тухнă. Вĕсенчен чи кĕçĕнни 4 çулта, чи асли 64 çулта пулнă. Çăмăл атлетикăна юратакансем 6 ушкăна пайланса чупнă. Курнавăш ял тăрăхĕнче иртнĕ чупăва хутшăнма 231 çын кăмăл тунă. Кунта ял администрацийĕ тата шкул коллективĕ тĕрлĕ ỹсĕмре палăрнă спорт тусĕсене хавхалантарма призсем уйăрнă.


"Елчĕк Ен"
28 сентября 2011
00:00
Поделиться