Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç - вĕçĕмсĕр çул

Чиркỹллĕ Тĕмер ялĕнче ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, ялти сумлăран та сумлă çынсенчен пĕри Александр Васильевич Сапожников пурăнать. Вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ăна чылайăшĕ иртен пуçласа каçчен тенĕ пекех кил-тĕрĕшре тăрмăшнине асăрхать. Тепĕр чухне вара, васкамасăр утса, ял хĕррине тухать те аякка-аякка тăсăлакан хирте тĕрлĕ техника ĕçленине тĕмсĕлсе сăнать. Шăпах çак самантра, тавралăхпа киленнĕ вăхăтра, ăнсăртран тенĕн курнăçрăмăр унпа. Йăлтăр куллипе тинкерỹллĕ, çивĕч куçĕсем ума тухрĕç те Александр Васильевич кĕçех сакăр теçетке тултарассине ĕненес те килмерĕ. - Пĕр-икĕ кун каялла кăна çакăнта тулли пучахлă тулă кашласа ларатчĕ, - калаçăва хăй малалла тăсрĕ тахçанхи пĕлĕшĕм. - Паяна, авă, улăм куписем кăна тăрса юлнă. Юнашарти пусăра çĕртме сухи тума та пуçăннă. Хальхи техника епле тухăçлă ĕçлет! Пирĕн вăхăтра лашасемпе те вăкăрсемпе ака-суха тунă, пур-çук тыррине çавапа çулнă, жнейкăпа вырнă. Пĕррехинче алăпа, тымарĕ-мĕнĕпе çăлса пухни те асра юлнă. - Çапла, хальхи çамрăксем ырлăхра пурăнаççĕ. Сирĕн кооператив ертỹçи Валерий Германов ĕçе тĕплĕ тума кирлĕ техникăна тĕрĕс суйласа илме те, туянсан кама шанса памаллине те аван пĕлет, - хушса хуратăп унăн сăмахĕсемпе килĕшсе. ...Шуркка тете (çапла чĕнеççĕ ăна ялта), чăннипе илсен, хăйĕн ачалăхне сиссе те юлайман. Амăшĕ, Лидия Васильевна, мăшăрĕнчен сакăр ывăл-хĕрпе тăрса юлнăскер, пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе, çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкнă пулсан та, вăхăчĕпе килте пĕр татăк çăкăр пулманнине те курнă. Тен, çавăнпах ĕнтĕ, ыттисенчен аслăрах ывăлне (Шурккана ĕнтĕ) виççĕ-тăваттăмĕш классенче вĕреннĕ чухнех колхоз садне хураллама явăçтарать. Ачана каярахпа ытти пысăкрах ĕçсем шанаççĕ, аслисемпе пĕр тан тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ. Тен, çавна курах вăрçă вĕçленсен тепĕр çулхине, вун улттă та тултарман Саша Сапожников тантăшĕсенчен чи малтан çĕр-шыв наградине _ медале тивĕçет. - Çамрăклах сахал мар йывăрлăхсем тỹснĕрен эпĕ ачаллах механизатор пулма тĕв турăм, - шухăш çăмхине хуллен-хулленех сỹтет Александр Васильевич. - Çакă ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме май килменнипе те çыхăнчĕ ĕнтĕ. Паян хамăн та шанас килмест, анчах, Украинăра тăватă çул çар службинче пулнă, авиаци полкĕн командирĕн самолечĕ çинче стрелок-радист пулса сывлăшра çĕр-çĕр сехет вĕçнĕ хыççăн, киле таврăннă чухнех Канашри профтехучилищĕне вĕренме кĕме ыйту çырса хăвартăм. Йышăну пỹлĕмне вĕçевçĕ тумĕпе кĕрсе тăрсан сĕтел хушшинче ларакан çамрăк хĕр, пиçнĕ пан улми пек хĕрелсе кайрĕ те, вăхăтлăха сывлăш çавăрайми пулса тăчĕ: "Заявленисене тепĕр виçĕ кунран çеç йышăнаттăмăр..." "Манăн ун чухне çитмĕл çухрăма çĕнĕрен, çитменнине çуранах килмелле вĕт..." - теме çеç пултартăм ăна хирĕç. Ĕнерхи салтак вĕренỹре хăйĕн ăсталăхне кăтартнипе пĕрлех производство практикинче те пултарулăхĕпе палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ йĕкĕте тракторист-машинист правипе яла таврăнсанах "С-6" комбайн параççĕ. Ăна вĕсем Валерий шăллĕпе тĕплĕн юсаççĕ. Кайран иккĕшĕ пĕрлех ĕçлесе районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче мала тухаççĕ. "Паянхи пекех астăватăп - сезонра 420 гектар тырă вырса çапма май килчĕ, - палăртать ялти чи сумлă ветеран. - Кунта, паллах, агрегата сĕтĕрекен трактористсен тỹпи те пысăк" Тỹрех çакна палăртни вырăнлă пулĕ: Александр Васильевич нихăçан та мухтанма, кăкăр шаккама юратман. Колхозра çур ĕмĕре яхăн ĕçленĕ хушăра темиçе хутчен те хуçалăх ятне районта та, республика шайĕнче те чыслăн хỹтĕленĕ. Сухаçăсен ăмăртăвне хутшăнать-и е ытти районсенчи çĕр ĕçченĕсене пулăшма каять, - кашнийĕнчех тав хучĕпе е хаклă парнепе таврăнать. Ун ячĕпе Елчĕкре Ĕç Мухтавĕн ялавне çине-çинех çĕклени, сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртни паян та куç умĕнчех. Хăй комбайнпа ĕçленĕ çулсенче виçĕ шăллĕне штурвал тытма хăнăху панă, вĕсен чĕринче техникăна юратас, çĕре хисеплес туйăм вăратнă. Çавна пулах, тен, вĕсем аслă пĕлỹллĕ чăн-чăн специалистсем пулса тăнă, кашниех тенĕ пек республикипех палăрнă. - Хамăр килте кăна, ман çулпа пырса, пилĕк механизатор çитĕнчĕ, - тивĕçлипе мухтанать Александр Васильевич. Ялта тракторпа е комбайнпа ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ ытти вун-вун çын ăна чĕререн тав тунă е халĕ те тăвать - вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн, техникăна вĕренме тата алла илме пулăшнăшăн: Василий Алексеев, виçĕ Козлов - Василий, Алексей, Владимир, Константин Миронов, Владимир Ивановпа унăн Петя ывăлĕ, Геннадий Александровпа Владимир Иванов. Вун-вун çул комбайнпа тата тракторпа ĕçленĕ хыççăн ăна трактор бригадин бригадирне лартаççĕ. Кунта та çамрăксем яланах унпа канашлама тăрăшнă, мĕн пĕлменнине унран ыйтнă. Çав вăхăтрах хăйĕн пилĕк ачине çитĕнтересси, пурнăç çулĕ çине кăларасси те ун çине ытларах тиеннĕ. Мăшăрĕ йывăр чирленĕ тата пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулни, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни... Механизатор алли ирĕксĕрех ĕне сума та, кил-çуртри хĕрарăм ĕçне пурнăçласа тасалăхпа тирпейлăх тытма та, мăнуксене кукамай пек ачашлама та хăнăхнă. _ Халĕ пурте çитĕнсе пыраççĕ, _ кăмăлне уçать Александр Васильевич. _ Савăнăçĕ те хушăнсах пырать. Ара, вун пĕр мăнукран виççĕшĕ аслă пĕлỹ илме ĕлкĕрчĕç те (иккĕшĕ - инженер, пĕри - педагог)... Çавах трактор-комбайн сасси хăлхаран каймасть. Пахча-анкартине тухсан та, сайрарах пулсан та хире кайса килсен те чун лăпланать. Пирĕн ăрури çынсен ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсем çăтмахри пек пурăнни - ку чухнехи техникăпа, çут çанталăк газĕпе, чăн ырлăхпа усă курни хавхалантарать. Пурнăç çулĕ вĕçĕмсĕр, лайăххи, чуна çĕклекенни вĕçĕмсĕр пек туйăнать. Хавхаланса çаплах калас килет: "Ахаль пурăнман, хамăр тарпа çĕре шăварса тухăçлă тырă туса илсе ырлăх патне туртăнман эпир!" Çапла. Александр Васильевич пеккисен пархатарĕ, ĕçченлĕхĕпе паттăрлăхĕ ыттисемшĕн яланлăх тĕслĕх пулса тăрать. Паян та пурнăçран пĕр утăм та юлмасть ветеран: обществăлла ĕç тăвакансене те, производствăра тăрăшакансене те ырă сăмахпа тата сĕнỹпе пулăшать. "Салтакран килсен, утмăл çула яхăн каялла "Колхоз ялавĕ" (хальхи "Елчĕк ен") çырăнса илме пуçларăм та паян кун та унран тата ытти чăваш хаçат-журналĕнчен уйрăлаймастăп, - пĕлтерет Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе темиçе медаль кавалерĕ. 


"Елчĕк Ен"
14 сентября 2011
00:00
Поделиться